14:52 15 мая 2013 г.
Аçăмçырми ял поселенийĕн администрацийĕн специалисчĕ Венера Прокопьева,
Владимир Ананьев, Леонид Григорьев депутатсем ырă ĕç пуçарчĕç – Малтикас Ялтăра
çăвине тирпей кÿме ял халăхне пухрĕç. Сăваплă ĕçе хутшăнма кăмăл туса ирхине
çынсем хăвăртах пуçтарăнчĕç. Кам мотоблокпа пынă, теприсем моторлă пăчкă,
кĕрепле-кĕреçе, сенĕк, пуртă илсе килнĕ.
Уйрăмах арçынсем питĕ маттур ĕçлерĕç. Владимир Ананьев, Владимир Тихонов
каснă йывăçсене турттарса тăчĕç. Николай Филиппов, Юрий Яковлев тата Владислав
Игнатьев моторлă пăчкăпа татса тирпейлерĕç.
Çитмĕл çул çинче пыракан, тирпейлĕн те тĕплĕн ĕçлеме юратакан Валерий Петров
та çăвана тасатса пĕтериччен аллинчен пуртă ямарĕ.
Вăтăрăн ытла тăрăшса вăй хучĕç. Вĕсене пурне те тав тăвас килет. «Картасем
чалăшса кайнă, вĕсене те юсатпăр», – терĕç арçынсем.
Хĕрарăмсем те çăва çинче тирпей кÿме хастар хутшăнчĕç: кĕленчесем, туратсем
пуçтарчĕç.
Яланах çапла пĕрлехи ĕçсене тума пĕр шухăш-кăмăлпа пуçтарăнсан мĕн тери лайăх
пулмалла.
Нина ПАРАМОНОВА
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии