14:40 15 мая 2013 г.
Çурхи ĕçсем вăй илсе пыраççĕ
Çур аки вăй илсе пырать. Çу уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши
культурăсене 10032 гектар акнă е плана 85,8 процент пурнăçланă. Çав шутран çурхи
туллăн лаптăкĕ – 2956 гектар, урпан – 6385, пăрçа йышши культурăсен – 275
гектар. Калас пулать, кăçал районти аграрисем иртнĕ çулхинчен хастартарах
ĕçлеççĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 7212
гектар (75 процент) акнă пулнă.
Район администрайцийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Карл
Маркс ячĕллĕ, «Знамя», «Победа» кооперативсем, В.Яковлевпа М.Максимов фермерсен
хуçалăхĕсем хура çĕре планран ирттерсе шуратнă. «Мураты», «Колос», «Луч»
хуçалăхсем те палăртнă пĕтĕм лаптăкра тырă акса пĕтернĕ. Çывăх вăхăтра ĕçе
«Санары», «Янгорчино», «Броневик» предприятисенче те вĕçлемелле.
– Агротехникăна пăхăнса ĕçлетпĕр, уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе усă
куратпăр, – терĕ «Санары» агрофирмăн механизаторĕ Александр Иванов (сăн
ÿкерчĕкре).
Паллах, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕн пурнăçламалли ĕç
калăпăшĕ пуринчен пысăк. Çак вăхăтра тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 3100
гектар е 82 процент акнă. Агрохолдинг кукуруза çитĕнтерессипе те тĕллевлĕ
тăрăшать. Хальлĕхе ĕç кăтартăвĕ – 330 гектар, «Янгорчинăра» 25 гектар кукуруза
акнă.
Районĕпе илсен пĕр çул ÿсекен курăксене 370 гектар, нумай çул ÿсекен
курăксене 20 гектар акнă.
Çĕр улми пуссинче те ĕç шавĕ илтĕнме пуçларĕ. «Мураты» кооперативра «иккĕмĕш
çăкăра» 30 гектар, Н.Михайлов фермер хуçалăхĕнче пĕр гектар лартнă.
Е.ПОРФИРЬЕВА
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии