Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вĕренÿ тÿлевсĕр пулĕ

09:37 08 мая 2013 г.

Вăрнар районĕнче пурĕ 46 вĕренÿ учрежденийĕ, вăл шутран ача сачĕсем – 15,
пĕтĕмĕшле шкулсем – 15 тата вăтам шкулсем – 15. Çавăн пекех шкул-интернат,
ача-пăча пултарулăх çурчĕ, ÿнер шкулĕ, спорт шкулĕ, професси училищи, ял хуçалăх
техникумĕ, диагностикăпа консультаци центрĕ ĕçлеççĕ.

Шкулсенче 3968 ача вĕренет, 367 учитель тимлет. Кунсерен 17 шкул автобусĕ 43
ялти 900 ытла ачана турттарать. Мĕнпур шкула Интернетпа çыхăнтарнă, вĕсен
кашниннех хăйĕн сайчĕ пур. Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш шкулсенче пĕрлехи локаллă
сеть туса хунă.

Пĕлтĕр тĕрлĕ программăпа 12 шкулта 13,3 миллион тенкĕлĕх тĕплĕ юсав ĕçĕсем
пурнăçланă.

 

 

Юлашки вăхăтра Чăваш енре шкул тытăмне çĕнетсе улăштарассипе чылай ĕç
пурнăçланă. Малашне вĕренÿ учрежденийĕсене мĕнле улшăнусем кĕтĕç; Çак тата ытти
ыйтусем çине Чăваш ен вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир ИВАНОВ
хуравлать.

– Владимир Николаевич, пĕтĕмĕшле вĕрентĕве модернизацилессипе иккĕмĕш çул
пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Мĕн улшăнчĕ-ха çак вăхăтра;

– Вĕрентĕве модернизацилессин пирвайхи тĕллевĕ вĕрентекенсен шалăвне
ÿстересси тата шкулсене çамрăк специалистсене явăçтарасси пулса тăрать.
Педагогсене тивĕçлĕ тÿлени – вĕрентÿ пахалăхне ÿстерес тĕп факторсенчен пĕри.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствине çак задачăсене кая
хăвармасăр татса пама хушнă май, эпир те палăрмалла ĕç турăмăр. 2012 çулта
педагогика ĕçченĕсен уйăхри вăтам шалăвĕ 15655 тенке çитрĕ, кăçалхи январь –
март уйăхĕсенче вĕсем 17300 тенкĕ илчĕç. Вăсен ĕç укçийĕ регионти вăтам шалупа
танлашрĕ.

Çакна та палăртас килет. Михаил Игнатьевăн хушăвĕ учительсене кăна пырса
тивмерĕ, ача сачĕсен воспитателĕсен, музыка ĕçченĕсен, логопедсен, физкультура
инструкторĕсен те шалăвĕ ÿсрĕ. Ку ĕçе кăçал та малалла тăсăпăр.

– Педагогсен ĕç укçине ÿстернисĕр пуçне модернизаци программипе урăх мĕнле
ĕçсем пурнăçланă;

– Шкулсен пурлăхпа техника тата вĕренÿпе лаборатори никĕсне лайăхлатма чылай
укçа-тенкĕ хывнă. Сăмахран, шкул автобусĕсен паркне пуянлатнисĕр тата вĕсене
ГЛОНАСС системипе çыхăнтарнисĕр пуçне 2002–2003 çулсенче туяннă автобуссене
çĕнетрĕмĕр. Мĕнпур шкул хальхи вăхăтри компьютер оборудованийĕпе, библиотекăсем
çĕнĕ учебниксемпе пуянланчĕç.

Юлашки çулсенче пĕрремĕш хут пĕлтĕр шкулсене тĕпрен юсама пысăк укçа-тенкĕ –
271,4 миллион тенкĕ – уйăрнă. Шкулти апатланăва йĕркелесе çитерессипе тата сусăр
ачасене дистанцилле майпа вĕрентессине аталантарассипе ĕçсем пыраççĕ.

Тытăмра пурнăçлакан пĕтĕм ĕç пĕр тĕллевлĕ – вĕренÿ пахалăхне ÿстересси.

– Ку çулта мĕнле ĕçсем тума палăртнă;

– Иртнĕ çулхи пекех шкул çурчĕсене тĕпрен юсама укçа-тенкĕ чылай пăхса
хăварнă – пĕтĕмпе 144,200 млн тенкĕ. Кĕнекесем туянма – 196,960 млн тенкĕ.
Вĕренÿпе лаборатори, вĕренÿпе производство, компьютер тата спорт, столовăй валли
оборудовани, шкул автобусĕсем туянма пысăк сумма пăхса хăварнă. Республика,
вырăнти бюджет тата программа укçи-тенкине шута илсен, ку ĕçсем валли пĕтĕмпе
591,7 миллион тенкĕ кайĕ. Халĕ министерствăпа районсем хушшинче килĕшÿсем тăвас
ĕç пырать.

– Владимир Николаевич, самантпа усă курса «аслă классенче вĕренÿ тÿлевлĕ
пулать» текен сăмаха уçăмлатас килет. Ашшĕ-амăшĕ пăлханать-çке...

– 2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен «Раççей Федерацийĕнчи вĕренÿ çинчен» саккун
вăя кĕрет. Унти 5-мĕш статьяпа килĕшÿллĕн мĕнпур çыннăн пур ÿсĕмри пĕлĕве
(пуçламăш, тĕп тата ватăм) тÿлевсĕр илме ирĕк пур. Çавăнпа та халăхра çÿрекен
сăмаха ан ĕненĕр – çĕнĕ саккун вĕренÿ тÿлевсĕр пуласса шантарать.

– Çĕнĕ саккунра ача садне çÿренĕшĕн ашшĕ-амăшĕ хывакан тÿлевĕн чикки
пулмассине палăртнă. Çакă çемье бюджетне мĕнлерех пырса çапĕ;

– Чăнах та, паян ашшĕ-амăшĕ ачана садикра тытса тăрас суммăн 20 процентĕнчен
ытла тÿлемест. Пурăнмалли вырăна кура уйăхри тÿлев 500 тенкĕрен пуçласа 1200
тенкĕпе танлашать. Тĕрлĕ муниципалитетра вырăнти бюджет расхучĕсем уйăхсерен 3 –
6 пин тенкĕпе танлашаççĕ. Çак суммăна педагогсен шалăвĕ, ачасен апатланăвĕ,
мĕнпур тивĕçтерÿсем кĕреççĕ.

2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен 20 процентлă чикĕ çухалать, ашшĕ-амăшĕн
тÿлевне çĕнĕ компонентсемпе палăртаççĕ. Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн унта шкул
çулĕчченхи учреждени çуртне тытса тăрасси тата ача сачĕн ĕçченĕсен шалăвĕ
кĕмест. Çапла майпа, ашшĕ-амăшĕн ывăл-хĕрĕн апатланăвĕшĕн тата вĕсене
пăхса-асăрхаса тăнăшăн кăна тÿлеме тивет.

Кунсăр пуçне, ашшĕ-амăшĕн тÿлевне компенсацилесси сыхланса юлать: пĕрремĕш
ачашăн – 20, иккĕмĕшĕшĕн – 50, виççĕмĕшĕшĕн 70 процент. Енчен те ачана тытса
тăрас тÿлев ÿсет-тĕк, компенсаци сумми те пысăкланать.

Çемье бюджечĕн расхучĕсем ÿсеççĕ е çук – пĕтĕмпех депутатсен Пухăвĕнчен
килет. Ашшĕ-амăшĕн тÿлевĕ мĕнлерех пулассине шăпах вĕсем йышăнаççĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика