11:28 17 апреля 2013 г.
Çeр кунран кун ытларах пиçсе пырать. Уй-хире тухиччен шутлa кунсем юлчeç.
Комисси членeсем – патшалaх техника асaрхавeн районти инспекцийeн пуçлaхe Иван
Тимофеев, «Агро-инновацисем» организацин районти уйрaмeн пуçлaхe Евгений
Алексеев, район администрацийeн ял хуçалaх тата экологи пайeн пуçлaхeн çумe
Вячеслав Никифоров – предприятисем ял хуçалaх машинисене çур акине епле
хатeрленине тeрeслеççe. Вeсем тунти кун Валентин Павлов фермер хуçалaхeнче,
«Санары» агрофирмaра пулчeç.
Валентин Павлов – тaрaшуллa хресченсенчен пeри. Вaл фермер хуçалaхне 2007
çулта йeркеленe. Малтанах хaйeн çeр пайeсемпе eçленe, унтан ытларах ака-суха
тума пуçланa: арендaна илсе усa куракан çeр лаптaкне 50 гектара çитернe.
«Ун чухне кивe трактор анчахчe. Çeнe техникaсaр хуçалaха аталантарма май
çуккине aнланса хам вaйпа виçe çулта виçe трактор туянтaм. Малалла та мехпарка
пуянлатса пырасшaн. Кaçал лизинг мелeпе тeш тырaсене çапса тeшeлекен «Вектор»
комбайн илесшeн», – терe Валентин Николаевич.
Фермер машинaпа трактор паркне те хaйeн вaйeпех çeкленe. Комисси членeсем çур
акине хутшaнакан хурça утсем техника тeрeслевe витeр йeркеллe тухнине
çирeплетрeç. Механизаторсем – Владимир Павлов, Василий Зайцев, Александр Павлов,
Сергей Клементьев – шанса панa eçе тÿрe кaмaлпа пурнaçлани яр уççaн курaнать.
Фермер хуçалaхeнче акмалли-лартмалли вaрлaх ака стандартне тивeçтерет,
çунтармалли-сeрмелли материалсем, минераллa удобренисем çителeклe.
– Çур акине тухма хатeр, – терe Валентин Павлов.
Кaçал фермер хуçалaхeнче тeш тырaсемпе пaрçа йышши культурaсен тата çeр улмин
пeтeмeшле лаптaкe 350 гектартан сахал пулмалла мар. Калас пулать, Валентин
Павлов фермер Суворов ячeллe хуçалaхaн пушa выртакан çeрeсене çулленех пусa
çаврaнaшне кeртсе пырать.
«Санары» агрофирмaри ял хуçалaх машинисем те патшалaх техника тeрeслевe витeр
тухрeç, механизаторсен хaш-пeр вак-тeвек юсав eçeсене пурнaçласси кaна юлнa.
Хуçалaхра кeр тыррисен лаптaкне минераллa удобренисемпе апатлантарма тухнa. Eç
кaтартaвe – 125 гектар. Вaрнарти аш-какай комбинатeнче, «Луч», «Мураты», «Знамя»
хуçалaхсенче те техникaна уй-хире кaларма йeркеллe хатeрленe.
Ял хуçалaх организацийeсенче кадрсен ыйтaвe çав-çавах çивeч тaрать.
«Трактористсем çитмеççe. Вeсем ылтaн пекех хаклa пулса тaчeç. Механизаторсем
икшер техникaпа eçлеççe», – терe патшалaх техника асaрхавeн районти инспекцийeн
пуçлaхe Иван Тимофеев.
Комисси членeсем аграрлa предприятисенче пулнa май eç сыхлавeн правилисене
çирeппeн пaхaнмаллине асилтерсех тaраççe.
Е.ПОРФИРЬЕВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии