11:24 17 апреля 2013 г.
Хĕлле поселок-ял урамĕсем таса курăнатчĕç, анчах температура ÿссе пынăçемĕн
тата юр хăвăрт ирĕлнĕçемĕн çынсен культурăсăрлăхĕ тĕнче умне тухса выртрĕ:
урамсенче, çулсем аяккинче, çуртсем çывăхĕнче тĕрлĕ кĕленчесем, пакетсем, ытти
ăпăр-тапăр йăванать, çуркунне илемне пăсать. Çÿп-çап контейнерĕсенчен йытăсем
сĕтĕрнĕ çÿп-çап таврашĕпех сапаланнă.
Пĕр сăмахпа, çуркунне тепĕр çивĕч ыйту çуратрĕ – çÿп-çаппа кĕрешесси.
Тавралăха тирпей-илем кĕртес тата симĕслентерес тĕллевпе районта санитарипе
экологи уйăхлăхĕ старт илчĕ ĕнтĕ. Май уйăхĕн 15-мĕшĕччен
предприяти-организацисене палăртнă территорисене тасалăх кĕртмеллине, управляющи
компанийĕсен ертÿçисене çÿп-çапа вăхăтра илсе тухмаллине асăрхаттарнă.
Уйрăм çынсен те экологи уйăхлăхне хутшăнсан тем пекехчĕ. Тавралăх илемĕшĕн
эпир кашниех яваплă.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии