Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çÿреме чарнă

15:31 10 апреля 2013 г.

Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Вячеслав
Горбунов вырăнти автомобиль çулĕсем çинче транспорт хатĕрĕсем çÿрессине вăхăтлăх
чакарасси çинчен йышăну кăларнă. Унăн тĕллевĕ – çурхи ейÿ тапхăрĕнче çул-йĕр
çинчи хăрушсăрлăха тата чăрмавсăр çÿрессине, автомобиль çулĕсен тата
искусствăлла сооруженисен сыхлăхне тивĕçтересси.

Йышăнупа килĕшÿллĕн, 5 тонна е ытларах массăллă, 2,5 метртан сарлакарах тата
4 метртан çÿллĕрех транспорт хатĕрĕсене районăн муниципаллă пурлăхĕ шутне
кĕрекен вырăнти çулсем çинче çÿреме вăхăтлăх (апрелĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа май
уйăхĕн 10-мĕшĕччен) чараççĕ. Çавна май «Чувашавтодор» тата «Вурнарыдорстрой»
обществăсен эксплуатаци организацийĕсем çулсем çине ятарлă чару паллисене
вырнаçтараççĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн, чару
çĕршывсем хушшинче грузсем, пассажирсене, апат-çимĕç, выльăх-чĕрлĕх, эмелсем,
топливо, удобрени, почта грузĕсем, чрезвычайлă лару-тăрура тата аварисенче
пулăшу пама грузсем турттаракан транспорт хатĕрĕсене пырса тивмест.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика