00:00 13 февраля 2013 г.
Раççей Федерацийĕн «Политика репрессийĕнче шар курнисен таса ячĕсене тавăрасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви политика тĕлĕшĕнчен айăпласа администраци йĕркипе ссылкăна, ялан пурăннă вырăнтан ирĕксĕрлесе кăларса янă, ятарлă поселение ăсатнă, ирĕкĕпе правине ытти тĕрлĕ меслетпе хĕснĕ çак çынсен тата ашшĕ-амăшĕпе пĕрле политика репрессине лекнĕ ачисен таса ячĕсене тавăрнă. Районсен ячĕсене вăл вăхăтри администраци пайĕпе кăтартнă.
КИСЕЛЕВ Сергей Андреевич, 1879 çулта Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕнчи Алманчăк ялĕнче çуралнă, 1931 çулта репрессиленĕ.
НИКИФОРОВ Афанасий Никитич, 1916 çулта Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕнчи Хурăнсур Çармăс ялĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшне 1931 çулта репрессиленĕ.
НИКИФОРОВ Виталий Павлович, 1938 çулта Свердловск облаçĕнчи Анат Тагил хулинчи ятарлă поселенире çуралнă. Ашшĕ-амăшне 1931 çулта репрессиленĕ.
НИКИФОРОВ Николай Павлович, 1935 çулта Свердловск облаçĕнчи Анат Тагил хулинчи ятарлă поселенире çуралнă. Ашшĕ-амăшне 1931 çулта репрессиленĕ.
НИКИФОРОВ Павел Никитич, 1905 çулта Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕнчи Хурăнсур Çармăс ялĕнче çуралнă. 1931 çулта репрессиленĕ.
НИКИФОРОВА Акулина Кирилловна, 1906 çулта Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕнчи Хурăнсур Çармăс ялĕнче çуралнă. 1931 çулта репрессиленĕ.
НИКИФОРОВА Анастасия Павловна, 1931 çулта Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕнчи Хурăнсур Çармăс ялĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшне 1931 çулта репрессиленĕ.
НИКИФОРОВА Анна Никитична, 1908 çулта Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕнчи Хурăнсур Çармăс ялĕнче çуралнă. 1931 çулта репрессиленĕ.
НИКИФОРОВА Клавдия Павловна, 1940 çулта Свердловск облаçĕнчи Анат Тагил хулинчи ятарлă поселенире çуралнă. Ашшĕ-амăшне 1931 çулта репрессиленĕ.
НИКИФОРОВА Нина Никитична, 1918 çулта Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕнчи Хурăнсур Çармăс ялĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшне 1931 çулта репрессиленĕ.