00:00 06 февраля 2013 г.
Республикăри хĕллехи ял спорт вăййисем нарăсăн 14–15-мĕшĕсенче Йĕпреç районĕнче иртеççĕ. Спортсменсем шывра ишессипе, йĕлтĕрпе ярăнассипе, полиатлон енĕпе, кире пуканĕ йăтассипе, хоккейла, шашка-шахматла выляссипе ăмăртĕç. Çемьесем, механизаторсем, ветерансем, сĕт сăвакансем те тупăшаççĕ.
Хĕллехи спартакиадăна Вăрнар район команди те хутшăнать.