Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вăрнарсем те çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă

00:00 04 февраля 2013 г.

Чăваш Республикин хальхи вăхăтри историн патшалăх архивĕнче пирĕн ентешсем Сталинграда хÿтĕлекенсене тата унта пурăннисене, хаяр çапăçусем хыççăн ку хулана, Курска тата Совет Союзĕн оккупациленĕ ытти хулисене çĕнĕрен çĕклеме пулăшни çинчен калакан хаклă документсем упранаççĕ.

1942 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Сталин ячĕллĕ ял хуçалăх артелĕн колхозникĕсем «Красная Чувашия» хаçат урлă республикăн пĕтĕм çыннине «Чăваш ен колхозникĕ» танк колонни тума чĕнсе каланă. «...Эпир темиçе пин тенкĕ пуçтарнă ĕнтĕ. Укçа-тенкĕ пуçтарасси малалла пырать. Чăваш АССР-чи мĕнпур колхозника, мĕнпур ял хуçалăх ĕçченне пирĕнтен тĕслĕх илме сĕнетпĕр. Колхозник юлташсем! Эпир йĕркеленĕ танк колонни тата вĕсене çапăçăва ертсе каякан танкистсем хăйсен вăйĕпе фронтăн тата тепĕр лаптăкне, Сталинградăн тата тепĕр районне хÿтĕлĕç».

1942 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче ВКП (б) Чăваш обкомĕ ВКП (б) Тĕп комитетне янă телеграммăра çакна палăртнă: «Фронта вун пилĕк вакун парне ăсатнă. 9 т аш-какай, 2300 кило çу, 2200 кило пыл, 5 т пĕремĕк, 1500 кило печени, 3 т табак, 600 кило варени, 1 т канихвет, 300 кило сыр, 70 кило чăх пĕççи, 3 т кăлпасси, 1500 штук чăхпа хур, 68 пин çăмарта, 380 кило типĕтнĕ аш, 48 т тулă çăнăхĕ, 47 т çĕр улми, 13 т купăста, 700 кило йÿçĕтнĕ купăста, 3 т кишĕр, 5 т сухан, 100 кило ыхра, 1600-шер кило тăварланă хăярпа помидор, 300 кило хĕрлĕ кăшман, 1 т пăрçа тата 4200 уйрăм парне».

«Сталинград валли 267 комсомолеца суйласа илнĕ, вĕсенчен 200-шĕ арçынсем. Колхозсенчи комсомолецсемпе çамрăксем 17490 пăт тырă, çĕр улми, пахчаçимĕç пуçтарнă. Канашри комсомолецсем 1000 инструмент, 30 пукан ăсталанă, 200 простынь, 100 мăшăр чăлха пуçтарнă», – çырнă комсомолăн Чăваш обкомĕ ВЛКСМ Тĕп комитетне.

1943 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче ВКП (б) Чăваш обкомĕн бюро йышăнăвĕнче «Чăваш ен колхозникĕ» тата «Чăваш ен тракторисчĕ» танк колоннисене туса хурассипе пуçарнă акцие пĕтĕмлетсе çапла çырнă: «1943 çулхи январĕн 5-мĕшĕ тĕлне Патшалăх банкне 11 млн тенкĕ пырса кĕнĕ, пĕтĕмпе çак кун тĕлне 42510000 тенкĕ пуçтарăннă, вăл шутра «Чăваш ен колхозникĕ» танк колоннине тума 40634000 тенкĕ, «Чăваш ен тракторисчĕ» валли – 1876000 тенкĕ. Комсомолецсен пуçарăвĕпе çар самолечĕсен «Чăваш ен комсомолецĕ» эскадрильин строительстви анлă вăй илнĕ, медицина ĕçченĕсем «Чăваш ен медработникĕ» танк колонни валли 10 млн тенкĕ пуçтарнă».

Укçа-тенке районсенче те пухнă. «Чăваш ен колхозникĕ» танк колонни валли уйрăмах Пăрачкав, Улатăр, Шупашкар, Вăрнар, Калинино, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче нумай укçа-тенкĕ хывнă.

Чăваш Республикинчи колхозсем Сталинград облаçĕнчи ирĕке кăларнă районсем валли 827 ĕне выльăх, 2000 сысна, 2000 сурăх, 2000 кайăк-кĕшĕк ăсатнă. 25 пин экземпляр литература пуçтарнă, 10 пинĕшне Ростов облаçне, 1500 экземплярне Ставрополь тăрăхне, 4000 экземплярне Врошиловград облаçне ăсатнă.

Чăваш ен ĕçченĕсем Сталинграда нумай пин пăт çĕр улми, тырă, 17 пин пуç ĕне-выльăх тата лашасем, çĕршер вакун пиломатериал, вуншар кубла метр вăрман ăсатнă. Аркатнă библиотекăсене вуншар пин кĕнеке ярса панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика