00:00 16 января 2013 г.
Вĕрентÿ тытăмĕнче те иртсе кайнă çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Вĕсен кăтартăвĕсемпе пирĕн корреспондента район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Никитич ИВАНОВ паллаштарчĕ:
– Иртнĕ çул вĕрентекенсемшĕн ĕç укçи ÿснипе асра юлчĕ. Вĕсен уйăхри вăтам шалăвĕ 16 пин те 98 тенкĕпе танлашрĕ (виçĕм çул 15638 тенкĕ пулнă), воспитательсен – 10 пин те 246 тенкĕпе (7225 тенкĕ).
Районти 354 учительтен 154-шĕ аттестаци витĕр тухнă, вĕсенчен 38-шĕ аслă квалификаци категорине панă. 85 вĕрентекен квалификацие ÿстерекен курссенче пулнă. Шкулсенче çичĕ çамрăк специалист ĕçлеме пуçланă.
Шкул çулĕчченхи вĕренÿпе кĕçĕннисен 71 процентне тивĕçтернĕ. 17 вĕренÿ учрежденийĕ «шкулÇача сачĕ» программăпа ĕçлет. Вĕсенче 474 ача воспитани илет. Кăçал тата çичĕ шкулта кĕçĕннисем валли ушкăнсем уçма палăртнă. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне шкул çулĕчченхи вĕренÿ учрежденийĕсене черетре 2–7 çулсенчи 199 ача шутланать. Çак ыйтăва татас тĕллевпе иртнĕ çул Çĕньял Хапăсри «Ивушка» ача садĕнче хушма ушкăн уçма тиврĕ, кăçал вара Вăрнарта 145 ача вырнаçмалăх çĕнĕ ача садне тума палăртнă.
Ача сачĕсенче тимлекенсем иртнĕ çул республикăри конкурссене хастар хутшăнчĕç. Поселокри «Ромашка» ача сачĕ Чăваш ен Пуçлăхĕн 200 тенкĕлĕх грантне тивĕçрĕ, унăн учитель-логопечĕ Марина Козлова – укçа-тенкĕ хавхалантарăвне. 4-мĕш «Березка» ача сачĕ территорие симĕслентерессипе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен республикăри тапхăрĕнче районти пилĕк вĕренекен палăрчĕ. Вĕсем Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Çĕрпелти тата Вăрманкасри шкулсенче вĕренеççĕ.
Педагогсем хăйсем те тĕслĕх кăтартаççĕ. Кашни виççĕмĕш класс руководителĕ республикăри инноваци проекчĕсен конкурсĕнче хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарма пултарчĕ.
Талантлă ачасене хавхалантарассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Чи пултаруллисем район тата республика Пуçлăхĕсен стипендийĕсене илсе тăраççĕ.
Пурнăçăн йывăр условийĕсене лекнĕ ачасене пулăшасси те тимлĕхре. Декабрь вĕçĕ тĕлне районти опекăпа попечительство органĕнче çула çитмен 144 ача шутра тăрать. Вĕсенчен 36-шĕ – хăр тăлăхсем. Пĕлтĕр 46 çемье хăйсен йышне ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене илнĕ. Çав вăхăтрах 10 çынна ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕнчен хăтарнă.
2012 çулта шкулсен инфраструктурине аталантарассипе пысăк ĕç пурнăçланă. Поселокри шкулсенче локаллă сетьсем туса хунă, вĕрентÿ процесне электронлă дневниксемпе журналсем кĕртнĕ. Кăçал ку ĕçе пĕтĕм вăтам шкулта пурăнçламалла.
Пĕтĕмĕшле вĕрентĕве çĕнетсе улăштарас комплекслă программăпа килĕшÿллĕн шкулсене вĕренÿпе производство, лаборатори, спорт, компьютер, столовăй, медицина оборудованийĕпе, шкул автобусĕсемпе 22497 пин тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Вĕсенче 13,3 миллион тенкĕлĕх тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ.
Вĕрентÿ тытăмĕнче кăçала палăртнă тĕллевсем вĕрентÿ пахалăхне ÿстерессипе, çамрăксене общество пурнăçне хастартарах хутшăнтарассипе, наци культурине хаклама вĕрентессипе, кашни шкултах автоматизациленĕ системăна пурнăçа кĕртессипе, инвалидсем валли дистанцилле вĕренÿ программине анлăрах сарассипе, ачасен сывлăхне çирĕплетессипе, çамрăк специалистсене ялти шкулсене явăçтарассипе çыхăннă.