00:00 10 января 2013 г.
Пĕлтĕр районта 186 арçын ача тата 172 хĕрача çуралнă. Виçĕм çулхи кăтарту пысăкрах – 368 пепке çут тĕнчене килнĕ. Анлă сарăлнă ятсем – Артем, Роман, Дмитрий, Ксения, Анастасия, Анна. 2012 çулта 4 йĕкĕреш çуралнине регистрациленĕ.
2012 çулта 209 мăшăр çĕнĕ çемье çавăрнă. Çав вăхăтрах пĕлтĕр 93 мăшăр уйрăлнă, çав шутран 83-шĕ – суд йышăнăвĕпе, 10-шĕ – мăшăрсен килĕшĕвĕпе.
Ачана усрава илни çинчен пĕр акт, ача ашшĕ пулнине çирĕплетни пирки 72 акт хатĕрленĕ.
Ят улăштарас тĕлĕшпе 11 çыннăн кăмăлне тивĕçтернĕ.