Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ çулти çĕнĕлĕхсем

00:00 10 января 2013 г.

2013 çул пурнăçăн мĕнпур сферине улшăнусем илсе килчĕ. Хăш-пĕр категорири граждансемшĕн – автомобилистсемшĕн, çулçÿревçĕсемшĕн, туртма-ĕçме юратакансемшĕн, футбол фаначĕсемшĕн – саккунсемпе правилăсем самаях çирĕп пулĕç.

Электронлă карттăсем

Çулталăк пуçламăшĕнчен Раççей çыннисен универсаллă электронлă карттăсем илме май пур. Вăл социаллă тата банк карттисене пĕрлештерет, çавăн пекех унта çыннăн паспорт, медицина страхованийĕн, банксенчи счетсем çинчен тата ытти даннăйсем пулĕç.

Ку карттăпа патшалăх тата социаллă тивĕçтерÿсем илме, коммуналлă тÿлевсене хывма тата транспортпа çÿренĕшĕн тÿлеме май пур. Проекта хатĕрлекенсем çак карта водитель удостоверенине тата ОСАГО-на улăштарма пултарнине палăртнăччĕ. Унпа Сочири Олимпиадăна кĕме майсем туса парас ыйтăва татассипе те тимлеççĕ.

Кăçал электронлă карттăна çын хăй ирĕкĕпе илме пултарать. 2014 çултан вара унпа пурне те тивĕçтереççĕ. Тепĕр виçĕ–пилĕк çултан вĕсене çĕнĕ ăрури паспортсем улăштарĕç.

Престижлă мар вакунсем

Кăçал плацкартлă тата пĕрлехи вакунсенчи вырăнсемшĕн билетсем 20 процент хакланĕç. Йĕркепе, тарифсене экономика шайĕнчен пĕчĕкрех палăртнă, çитмен пайне Федераллă пассажир компанийĕ субсиди мелĕпе саплаштарать. Минфин 2013 çулхи бюджетра патшалăх пулăшăвне 14,8 млрд тенкĕлĕх пăхса хăварнă.

Субсиди калăпăшне чакарнă май январь çурринчен аякка çÿрекен 19 пассажир поезчĕ çула тухмĕ. Çак сăлтавпах «Раççей чукун çулĕсем» плацкарт вакунĕсен шутне те чакарма палăртаççĕ.

Автомобиль: экзаменран штраф таран

2013 çулхи февральтен водитель правине илме йывăрланать. Раççей Шалти ĕçсен министерствин хушу проекчĕпе килĕшÿллĕн экзамен вăхăчĕ 4–5 сехетрен 3 сехет çурăччен чакать, йăнăшсем те сахалтарах пулмалла.

Теорире пĕр йăнăшшăн пулас водителĕн пилĕк хушма ыйту çине хуравлама тивет. Практика пайĕнче пилĕк обязательнăй элемент вырăнне тăваттă пулĕ, анчах вĕсене пурне те пурнăçлама тивĕ. Автошкулсем экзамен парас ĕçе текех хутшăнмĕç.

Июнĕн 1-мĕшĕнчен автомобильсене эвакуацилесси тÿлевлĕ пулĕ. Унсăр пуçне водительсен тĕрĕс мар парковкăшăн 3 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивĕ. Ку йышăну çулталăк вĕçнелле регионсенче те ĕçлеме пуçлĕ.

Руль умне ÿсĕрле ларакансене 200 пин тенкĕ таран штрафлама тытăнĕç. Çавăн пекех кунашкаллисене 480 сехет таран обязательнăй майпа, икĕ çул таран вăйпа ĕçлеттерме, çавăн пекех çур çуллăха арестлеме пултараççĕ.

Кунсăр пуçне ÿсĕр водительсем хутшăннипе пулакан çул-йĕр инкекĕсемшĕн те санкцисене çирĕплетнĕ. Енчен те вĕсен айăпĕпе çын пурнăçĕ татăлчĕ-тĕк, водительсене 15 çул таран тĕрмене ăсатма пултараççĕ.

Сиенлĕ йăласем

Çĕнĕ çултан Раççейре спирт шĕвекĕсене сутассине чарасси малалла пырĕ. Енчен те 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен сăрана тата сăра шĕвекĕсене чарăну павильонĕсенче кăна сутма чарнă пулсан, кăçалхи январьтен çак чару стационарлă мар пĕтĕм объекта пырса тивет.

Кунсăр пуçне, çулталăк пуçламăшĕнчен сăрана 23 сехетрен пуçласа ирхи 8 сехетчен сутма юрамасть. Обществăлла апатлану предприятийĕсемсĕр пуçне. Кăçалтан саккун сăра продукцине киосксенче, 50 тăваткал метртан пĕчĕкрех лаптăклă лавккасенче (ялсенче – 25 тăваткал метртан пĕчĕкреххинче) сутма чарать. Çавăн пекех алкоголь шĕвекĕсене, вăл шутра сăрана та, çын нумай пухăнакан вырăнта сутма юрамасть.

Алкоголь акцизĕсен ставки те ÿснĕ. Çĕнĕ çултан çур литр эрех 170 тенкĕрен йÿнĕрех пулмалла мар. Çавăн пекех ытти алкоголь шĕвекĕсен хакĕсем те ÿснĕ.

Январĕн 1-мĕшĕнчен кирек мĕнле алкоголь шĕвекне те, вăл шутра сăрана та, рекламăлама юрамасть.

Патшалăх енчен çавăн пекех чĕлĕм туртакансемпе кĕрешесси те вăйланĕ. Патшалăх Думинче йышăннă саккун проекчĕ обществăлла вырăнта туртассине чарĕ тата сигарет продукчĕсен хакне ÿстерме пулăшĕ.

2015 çул тĕлне ларексенче сигарет сутма, ачасем валли çырнă аудио-, видеопроизведенисенче чĕлĕм туртнине кăтартма чарĕç.

2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен наркотик сутакансене пурнăç тăршшĕпе тĕрмене лартма пултараççĕ. Сывлăх сыхлавĕн министерстви те наркотиксемпе кĕрешессине вăйлатнă, кăçалтан наркотиклă япаласем хатĕрлес тата рецептсем парас йĕрке самаях çирĕп пулĕ.

Виççĕмĕш ача

Раççейĕн 53 регионĕнче, ача çураласлăх коэффициенчĕ çĕршывринчен пĕчĕкрех пулнă май, социаллă çĕнĕ пулăшу вăя кĕрĕ. Çемьесем виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн хушма пособи илме пуçлĕç.

Амăшĕн капиталĕ 2013 çулта 408 пин те 960 тенкĕ те 50 пуспа танлашĕ.

Аслă пĕлÿ

Кăçалхи çуркунне Раççей вĕрентÿ министерстви патшалăх вузĕсемпе вĕсен филиалĕсене реорганизацилес тата вĕсен шутне чакарас плана халăха пĕлтерĕ. Ведомство пуçлăхĕ Дмитрий Ливанов пĕлтернĕ тăрăх, аслă шкулсем хальхинчен 20 процент, филиалсем 30 процент сахалтарах пулĕç.

Кунсăр пуçне, «Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕ çинчен» саккун вăя кĕрĕ. Проект тăрăх, çĕнĕ вĕренÿ программи тĕп тата хушма программăсем çине пайланĕ. Вĕренекенсем хăйсене чун туртакан курссене çÿреме, çавăн пекех дистанци мелĕпе урăх вĕренÿ учрежденийĕнче пĕлÿ илме пултарĕç.

Чиновниксен расхучĕсем

Çĕнĕ çултан çĕршыври патшалăх служащийĕсен тупăш çинчен кăна мар, хăйсен, арăмĕсен тата çула çитмен ачисен расхучĕсене те кăтартма тивет. Пысăк таварăн хакĕ патшалăх служащийĕпе унăн арăмĕн виçĕ çулхи шалăвĕнчен пысăкрах пулмалла мар, унсăрăн ăна йĕркене пăснă тесе айăплама пултараççĕ.

РИА-Новости ИА информацийĕ тăрăх.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика