00:00 29 декабря 2012 г.
Çĕнĕ çул умĕнхи кунсенче Мускавран савăнăçлă хыпар çитрĕ: Вăрнар район хаçачĕ иккĕмĕш хут Раççейри пичет изданийĕсем хушшинче ирттерекен сумлă конкурс çĕнтерÿçисен шутне кĕчĕ – Раççей «Прессăн ылтăн фончĕ – 2013» Паллăна тивĕçрĕ. Ăна вăл кăçал та тивĕçнĕччĕ.
«Прессăн ылтăн фончĕ – 2013» Паллăна пирĕн республикăри тата ултă хаçата панă: Етĕрне, Муркаш, Шупашкар тата Красноармейски районĕсен, республикăри «Советская Чувашия» тата Çĕнĕ Шупашкарти «Грани» хаçатсем.