Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кĕсье телефонĕсене вăрлассине асăрханăр

00:00 20 декабря 2012 г.

Кĕсье телефонĕсене вăрлассине асăрхаттарма çак правилăсене асра тытăр:

– телефона тумтир çийĕнче, курăнмалла чиксе ан çÿрĕр;

– телефона ытлашши кăтартса, хытă сасăпа юрлаттарса çÿреме кирлĕ мар;

– тимлĕ пулăр – телефона асăрхавсăр ан хăварăр;

– палламан çынсене хăвăр телефона ан тыттарăр.

Телефонăн идентификаци номерне ас туса юлмалла е çырсах хумалла (IMEI номерне пĕлме ; # 06 # пусмалла). 15 паллăллă çак номер телефона тупма пулăшĕ.

Енчен те сирĕн телефона вăрларĕç-тĕк, тÿрех полицие пĕлтерĕр. Преступление «вĕри йĕрпе» уçса пама çăмăлрах.

Телефонсене палламан çынсенчен алăран, пасарта, документсемсĕр туянма юрамасть. Ун пекки нумай чухне ăçтан та пулин вăрланăскер пулать – укçасăр та, телефонсăр та тăрса юлма пултаратăр.

Вăрланă (документсăр) кĕсье телефонĕсене сутнă тĕслĕхсем çинчен шалти ĕçсен пайне 2-50-02 номерпе пĕлтермелле.

Раççей Шалти ĕçсен министерстви юлашки вăхăтра машинăсенчен япаласем е запас пайсем вăрланă тĕслĕхсем ÿсни çинчен асăрхаттарать.

Енчен те кун пек киревсĕр ĕçсем халиччен ытларах ăнсăртран пулнă-тăк, паян кашни тăваттăмĕш преступлени – тĕплĕн хатĕрленсе, палăртса тунăскер:

– вăрăсем юриех хаклă машинăсене сыхлаççĕ – хуçисен пĕрле пысăк укçа е хаклă япаласем (ноутбук тата ытти те) пуррине шанаççĕ;

– пысăк укçа илнĕ çынсене палăртма банксен, страхлав тата инвестици компанийĕсен, предприятисен офисĕсене сăнаççĕ.

Автомашинăра пурлăх управлă пултăр тесен:

– тимлĕхе нихăçан та ан çухатăр;

– машинăран тухмассерен (лавккана кĕмелле, автомашинăна юсамалла пулсан та) алăксене питĕрĕр;

– машинăра барсеткăсене, сумкăсене, портфельсене курăнмалла ан хăварăр;

– енчен те пĕрле пысăк укçа илсе кайма тивет-тĕк, машинăра хурса ан хăварăр тата пĕрле тепĕр çын пултăр;

– палламан çынсем сирĕн урапа шăтнине е двигательтен çу юхнине (е тата мĕн те пулин) пĕлтерсен те вĕсемпе калаçăва ан кĕрĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика