00:00 12 декабря 2012 г.
Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин тата Вăрнар район администрацийĕн пĕрлехи килĕшĕвĕ тăрăх выльăх-чĕрлĕх хисепне тата продукцине туса илессине ÿстерме палăртнă. Кăçалхи 11 уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе Вăрнар район администрацийĕн тĕп специалистне Георгий Романова паллаштарма ыйтрăмăр.
– Çĕнĕ çул та çывхарса килет. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тимлекенсем 2013 çула мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ;
– Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси агропромышленность комплексĕн тĕп задачисенчен пĕри. Кăçалхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти мĕн пур тытăмри хуçалăхсем 5645 тонна аш-какай, 31335 тонна сĕт туса илнĕ. Ĕç кăтартăвĕсем уйрăмах Çĕрпел, Калинино, Ершепуç ял тăрăхĕсенче ÿснĕ. Ял хуçалăх производство организацийĕсем 2400 тонна аш-какай туса илсе сутнă. Ку енĕпе уйрăмах «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен уçă обществи (ертÿçи – Николай Аливанов) тухăçлă ĕçлет. Районĕпе аш-пăш туса илнин 74 проценчĕ – çак агрохолдинг тÿпи. Çавăн пекех аш-какай туса илсе сутасси пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан «Луч», Карл Маркс ячĕллĕ, «Знамя» кооперативсенче ÿснĕ. Анчах та çав вăхăтрах «Юнтапа», «Гвардеец», «Родник», «Феникс» хуçалăхсенче кăтарту чакнă. Сăлтавĕсем – выльăхсен хисепне сыхласа хăварманни, самăртма тăратнисен талăкри ÿт хушаслăхĕ пĕчĕк пулни. Районĕпе аш-какай пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 71 тонна е 2,9 процент сахалтарах туса илнĕ.
Кăçалхи 11 уйăхра сĕт 9374 тонна туса илнĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 3,7 процент ытларах. Çак вăхăт тĕлне кашни ĕнерен вăтамран 4075 килограмм сĕт суса илнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрти кăтарту – 3958 килограмм. Сăвăм пуринчен ытла Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра пысăк: кашни ĕнерен вăтамран 5461 килограмм сĕт суса илнĕ. Кăтарту «Мураты» тата «Янгорчино» кооперативсенче те аван – 5287 тата 5046 килограмм.
«Родник», «Юнтапа», «МТС» хуçалăхсенче кашни ĕнерен сĕт суса илесси çак тапхăрта 2053 килограмран иртмен.
– Хальхи вăхăтра кулленхи сăвăм мĕн чухлĕ;
– Ял хуçалăх организацийĕсен кăтартăвĕ тăрăх, халĕ кунсерен кашни ĕнерен вăтамран 9,6 килограмм сĕт суса илеççĕ. Малта пыракан аграрлă предприятисенче ĕç кăтартăвĕ пысăкрах. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсенче кулленхи сăвăм 12,8 – 12,1 килогрампа танлашать.
– Сысна ĕрчетессипе мĕнле тимлеççĕ;
– Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх организацийĕсенче пĕтĕмпе 16022 пуç сысна шутланать. Пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 16,7 процент ытларах, сысна ĕрчетес ĕçе курăмлă тÿпе хываканĕ – Вăрнарти аш-какай комбиначĕ. Предприятире 15021 пуç сысна тытаççĕ. Калас пулать, районĕпе 1812 тонна сысна ашĕ туса илнĕ, вăл шутран агрохолдингра – 1681 тонна. Районта сысна ашĕ туса илнин 92,8 проценчĕ – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн тÿпи.
– Районĕпе илсен мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх хисепĕ ÿснĕ пулин те уйрăм предприятисенче лару-тăру çивĕч.
– Иртнĕ çулхи 11 уйăхра мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 6028 пуç шутланнă, кăçалхи кăтарту – 6163 пуç. Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх хисепне тата 359 пуç ÿстернĕ. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне агрохолдингра мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 1751 пуç шутланать. Шел пулин те кăткăс лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ хуçалăхсем те пур. Акă «Агрохмель» агрофирмăнах илер. Ку хуçалăхра ветеринари ĕçĕсене япăхтарса янă. Лейкозпа чирленĕрен сĕт нумай паракан ĕнесенех аша яма тивнĕ. Агрофирмăра сĕт сăвасси пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 5,7 процент, выльăхсен хисепĕ 18 процент чакнă. Хуçалăх сĕт нумай паракан ĕнесене тытса тăма уйăракан патшалăх субсидине илеймест. «Хушка пуçсен» йышне «Родник», «Кольцовка» агрофирмăсенче, «Юнтапа», «Победа», «Знамя», «МТС» кооперативсенче чакарнă.
– Георгий Павлович, ĕне выльăх йышĕ пĕчĕкленнин сăлтавĕ мĕнре;
– Кăçалхи вунпĕр уйăхра районти ял хуçалăх организацийĕсенче 2173 пăру илнĕ е пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 96 пуç сахалтарах. Хăш-пĕр ял хуçалăх организацийĕсенче ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерес ĕçе начар йĕркеленĕ. «Родникра» 82 пăру, «Броневикра» – 56, «Знамя» кооперативра 34 пăру сахалтарах илнĕ. Ăратлăха лайăхлатассипе ĕçлесси тĕп вырăнта пулмалла. Кĕтĕве 25 – 28 процентран кая мар çамрăк ĕнесем кĕртмелле. Ăратлă çамрăк выльăха çĕршыври малта пыракан хуçалăхсенчен илсе килмелле. Çулталăкне кашни 100 ĕне пуçне 90 пăруран кая мар илмелле. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин бюджечĕсенчен выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма кăçал 8 миллион та 62 пин те 134 тенкĕ уйăрнă. Хăш-пĕр специалистсем кирлĕ пек ĕçлесе пыраймаççĕ, професси ăсталăхне туптамаççĕ. 2013 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнчен Шупашкарти Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ĕне выльăхсене чуптарас енĕпе тимлекен операторсен курсĕ уçăлать. Ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисен яваплă çынсен пĕлĕвне тарăнлатассипе тăрăшмаллах. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çулсеренех Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче те вĕрентÿ иртет, выльăх-чĕрлĕхе пĕтĕлентерекен операторсем ăсталăха туптама пултараççĕ. Професси тĕлĕшĕнчен хăшĕ пултаруллине палăртма районта кашни çул конкурс та йĕркелетпĕр.
– Хĕл хырăмĕ пысăк. Апат бази çирĕп пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
– Ĕне выльăх продукцине илессине чакарма нимĕнле сăлтав та пулмалла мар. Мĕншĕн тесен выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçма апат хатĕрлеме кăçал условисем пулчĕç.
Районĕпе илсен кашни условнăй выльăх-чĕрлĕх пуçне 26 центнер апат единици хатĕрленĕ. Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, «Знамя», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Броневик», «Хорнзор», «Мураты», «Победа» хуçалăхсенче кăтарту тата пысăкрах, обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли 30 центнер апат янтăланă.
– Аталану çулĕпе пырас тесен пуçаруллă утăмсем пулмалла.
– Вăрнарти аш-какай комбиначĕ самана таппипе тан пырать. Агрохолдингăн Малтикас Ялтăрари хушма хуçалăхĕнче кăçал 1000 пуç ĕне вырнаçмалăх комплекс хута кайрĕ. Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче сĕт туса илесси самаях ÿсĕ. Çакă районти кăтартăва лайăхлатĕ. Палăртмалла, çак предприятире тепĕр çул 500 пуç ĕне выльăх самăртмалли цех çĕклесе лартмалла. Çавăн пекех «Луч» кооперативра та пуçаруллă утăм тăвасшăн. 2013 – 2014 çулсенче 400 пуç ĕне выльăх вырнаçмалăх вите хута яма палăртнă.
Выльăх-чĕрлĕхе лайăх хĕл каçарас тесен витесене тĕпрен çĕнетесси çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла.