Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕçсем сарăлсах пыраççĕ

00:00 28 ноября 2012 г.

Вăрнарти Пăр керменĕн строительство объектĕнче ĕçсем хĕрсех пыраççĕ. Кĕçех ун никĕсне ярса пĕтереççĕ. Çывăх вăхăтрах металл конструкцисем тата сенгвич-панельсем кÿрсе килсе çурт каркасне çĕклеме тытăнĕç. Ку ĕçе çулталăк пĕтиччен вĕçлеме палăртнă. Спорт сооруженисен пĕр пайне кÿрсе килнĕ те ĕнтĕ.

Катокăн пĕтĕмĕшле пайĕ 1800 тăваткал метрпа танлашать. Куракансем валли 100 вырăнлăх трибуна пулĕ. Комплексăн пĕтĕм пÿлĕмне хăватлă вентиляци системи вырнаçтарма палăртнă.

Катоксăр пуçне Пăр керменте тренажер залĕ, ÿт-пĕве çирĕплетмелли пÿлĕмсем, тренер пÿлĕмĕсем, душ кабинисем, раздевалкăсем, медпункт, буфет пулĕç. Кунта хоккей кăна мар, шорт-трек, конькипе фигурăсем туса ярăнассипе секцисем ĕçлеттерме, тĕрлĕ шайри ăмăртусем ирттерме палăртаççĕ. Чи пĕлтерĕшли – вăл çулталăкĕпех ĕçлĕ.

Аса илтерме, асăннă спорт комплексĕ «Единая Россия» политика партийĕн социаллă проекчĕпе пурнăçланать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика