00:00 07 ноября 2012 г.
Кăçалхи январь–август уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ача çураласлăх шайĕ республикăри пур районпа хулара та тенĕ пекех ÿснĕ. Улатăр, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпÿ районĕсенче тата Улатăр хулинче кăна кăтартусем япăхрах.
Сакăр уйăхра республикăра унчченхи çулхинчен 914 ача ытларах çуралнă, çав вăхăтрах 519 çын сахалрах вилнĕ. Пĕлтĕр январь – август уйăхĕсенче çынсем вилнĕ тĕслĕхсем ача çуралнисенчен 945 нумайрах пулнă-тăк, кăçал, телее, лару-тăру улшăннă – çут тĕнчене килнĕ ачасен йышĕ 488 чухлĕ (4,4 :) нумайрах.
Çынсем вилнин коэффициенчĕ чакни чылай муниципаллă пĕрлĕхре палăрать, уйрăмах – Красноармейски, Шупашкар, Вăрмар, Вăрнар тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче. Тĕпрен илсен, çынсем юн çаврăнăшĕн чирĕсене (43,9 :), ытти тулаш сăлтавсене (13,4 :), шыçăсене (10,9 :) тата сывлав органĕсен чирĕсене (6,9 :) пула пурнăçран уйрăлнă.
Кăçалхи 8 уйăхра 60 пепке çулталăка çитиччен пурăнайман. Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Елчĕк районĕсенче кунашкал пĕр тĕслĕх те пулман.