00:00 15 октября 2012 г.
Артем, Арсений, Дмитрий, Анна, Ксения, Дарья – пирĕн районта тин çуралакан ачасене паян çак ятсене ытларах панă. Шел те, кашни виççĕмĕш ача тулли мар çемьере кун çути курнă. Пĕтĕмпе вара кăçалхи тăхăр уйăхра 249 ача çуралнă: 133 арçын ача, 116 хĕрача. Пĕлтĕр 286 пулнă. Икĕ амăшĕ вун сакăр çула та çитмен. 55 ача тĕлĕшпе ашшĕлĕхне йышăннă.
Районти загс пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак тапхăрта пĕтĕмпе 1022 акта регистрациленĕ. Вăл шутран 158-шне – çĕнĕ çемьесем çуралнă ятпа. Пĕлтĕрхи ку тапхăртинчен саккăр ытларах.
Çав вăхăтрах 62 çемье арканнă: 54-шĕ – суд йышăнăвĕпе, саккăрăшĕ – мăшăрсен килĕшĕвĕпе.
Пĕр ачана усрава илнĕ. Сакăр çын ятне улăштарнă.
Çынсем пурнăçран уйрăласси пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 52 чакнă пулин те кăтарту ытлашши савăнтармасть – пĕтĕмпе 489 акта регистрациленĕ.
Кунсăр пуçне районти загс пайĕ юридици пĕлтерĕшлĕ ĕçсем те чылай пурнăçланă. 737 çынна свидетельство дубликачĕсем панă, загс докуменчĕсенчи йăнăшсене тÿрлетме ыйтса çырнă 245 заявление тивĕçтернĕ, архивран 1995 справка çырса панă. Юлашкине ытларах регистраци служби ыйтнипе пурнăçланă.
Загс тивĕçтерĕвĕсемшĕн тÿлекен укçа-тенкĕпе федераллă бюджет 260 пин те 200 тенкĕлĕх пуянланнă.
Çынсен вăхăтне перекетлес тĕллевпе загс пайĕ электронлă тивĕçтерÿсене çул пачĕ. Ку мелпе халĕ çуралнине, вилнине, мăшăрланнине, уйрăлнине ĕнентерекен документсене, пур тĕрлĕ свидетельствăсен (справкăсен) дубликачĕсене илме пулать. Районти загс пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе кунашкал заявкăсем пулман.
Загс пайĕ Пенси фончĕпе, налук инспекцийĕпе, социаллă страхлав органĕпе тачă çыхăнса ĕçлет, вĕсене кашни вунă кунта çынсем çурални, вилни çинчен сведенисем тăратать. Социаллă хÿтлĕх пайне, территорири суйлав комиссине пурнăçран уйрăлнисен списокне уйăхсерен парса пыраççĕ. Çавăн пекех çурални, вилни, мăшăрланни, уйрăлни çинчен кашни уйăхрах статистика пайне пĕлтереççĕ.