Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хресчен ята ярасшăн мар

00:00 15 октября 2012 г.

Вăхăт хăвăрт шăвать. Акă тепĕр ял хуçалăх çулталăкĕ иртсе кайрĕ. Ыран аграрлă предприятисенче тăрăшакансем Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Професси уявне япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. Тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 12983 гектар çинчен 29207 тонна çапса тĕшĕленĕ. Районĕпе илсен гектартан вăтамран 22,5 центнер тырă пухса илнĕ. «Пирĕн хуçалăхра тыр-пул ăнса çитĕнчĕ. Гектарти вăтам тухăç – 28,3 центнер, районти кăтартуран пысăкрах», – терĕ «Победа» кооперативра вăй хуракан Александр Быков комбайнер (сăн ÿкерчĕкре).

Çумăр пĕлтĕрхи пекех кунсерен çунăран çĕр улми пуссинче ĕç вăрахланчĕ. Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне «иккĕмĕш çăкăра» 1389 гектар е 89,9 процент кăларнă. Ку кăтарту иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен пысăкрах. Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ тĕлне пĕлтĕр районти аграрлă организацисем çĕр улмине 963 гектар çинчен пухса кĕртнĕ пулнă, плана 60,9 процент пурнăçланă.

Уй-хир продукцийĕн хакĕ йÿнелсе пынишĕн хресченĕн чунĕ ыратать, паллах. Техника туянас пулсан вара нумай укçа-тенкĕ кирлĕ, кредит ресурсĕсене явăçтармалла... Çапах та çĕр ĕçченĕ йăх-несĕлĕмĕрсем умĕнче ята ярасшăн мар, йывăрлăхсене çĕнтерсе пырас тесе хура тара ÿксе тăрăшать.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе ферма ĕçченĕсем тĕллевлĕ тимлеççĕ. Районĕпе илсен мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 6212 пуç тытаççĕ, çав шутран ĕнесем – 2297. Хушка пуçсем иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 88 пуç ытларах. Ĕнесен хисепне Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Мураты» кооперативсенче пысăклатнă.

Сыснасем ĕрчетес ĕç вăйланса пыни куç кĕретех. Кăçалхи тăхăр уйăхри кăтарту çапларах: чух-чухсем – 16030 пуç, е 2011 çулти çак тапхăртинчен 1684 пуç ытларах. Сыснасем ĕрчетес ĕçе курăмлă тÿпе хываканĕ – Вăрнарти аш-какай комбиначĕ. Агрохолдингра 15033 пуç сысна тытаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика