00:00 10 октября 2012 г.
«Мониторингăн наци службипе» «Ирĕклĕ политика тĕпчевĕн институчĕ» Раççей субъекчĕсен пуçлăхĕсен информаци уççăнлăхĕн черетлĕ медиа-рейтингне хатĕрленĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕршыв регионĕсен 83 руководителĕ хушшинче 35-мĕш вырăн йышăннă. Вăл политикăн вăйлă лидерĕсене – Мускав облаçĕн губернаторне Сергей Шойгуна, Тутарстан Президентне Рустам Минниханова, Санкт-Петербург губернаторне Георгий Полтавченкăна – иртсе кайнă.
Рейтинг пуçĕнче – Магадан облаçĕн губернаторĕ Николай Дудтов. Атăлçи федераци округĕнчи лидер – Ульяновск облаçĕн пуçлăхĕ Сергей Морозов.
Раççей субъекчĕсен пуçлăхĕсем тĕлĕшпе информаци уççăнлăхĕн рейтингне массăллă информаци хатĕрĕсенче вĕсен ячĕсене асăннă публикацисен шучĕпе йĕркелеççĕ. Çавăн пекех кунта Интернетри «Живой журнал» тата «Твиттер» блог-платформăсенчи комментарисемпе цитатăсене те шута хураççĕ. Топ-рейтинга кам çинчен чи нумай çырнă персонăсем мар, вĕсем çинчен калани вăл е ку аудиторире шухăшсем çуратма пултаракансем лекеççĕ.
Чăваш енре те ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисен информаци уççăнлăхĕн рейтингне йĕркелеççĕ. Сентябрьте чи уççăн ĕçлекен ята строительство министерстви тивĕçнĕ. Лидерсен йышĕнче çавăн пекех – сывлăх сыхлавĕн тата вĕрентÿ министерствисем.