Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Раççейре – иккĕмĕш

00:00 03 октября 2012 г.

Районта пултаруллă, професси тĕлĕшĕнчен ăста çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – «Янгорчино» кооперативра тăрăшакан Надежда Сергеева. Вăл зоотехник-селекционерăн тата техник-осеменаторăн ĕçĕсене пурнăçлать. Виçĕ хутчен республикăри конкурсра мала тухнă. Кăçал выльăх-чĕрлĕхе искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен операторсен Раççейри конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ăмăрту авăн уйăхĕн 26–27-мĕшĕсенче Мускав облаçĕнчи Подольск районĕнчи Быково поселокĕнче иртнĕ.

– Конкурса 60 регионти 85 техник-осеменатор хутшăнчĕ. Район, республика ятне ярас мар тесе тăрăшрăм. Паллах, Раççей шайĕнчи ăмăртура çапла палăрасса шутламан та. Хам хушамата илтсен пĕрре савăнса, тепре хумханса кайрăм. Сцена çине мĕнле хăпарнине те астумастăп, – терĕ Надежда Сергеева сăпайлăн.

Выльăх-чĕрлĕхе искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен операторсен Раççейри конкурсĕнче Çĕрпелĕн пултаруллă хĕрĕ 77,3 балл пухнă. Пĕрремĕш вырăна тухнă Надежда Красилован (Алтай крайĕ) кăтартăвĕ кăшт анчах пысăкрах – 77,6 балл.

Надежда Сергеевăна конкурсра çĕнтернĕшĕн Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Дипломĕпе, хаклă парнепе чысланă.

Ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртекенсем ĕçре яланах чыс-хисеп çĕнсе илеççĕ. Надежда Сергеева шкулта вĕреннĕ чухне фермăра тăрăшакан амăшне час-часах пулăшма çÿренĕ, хастар ĕçлекенсенчен тĕслĕх илнĕ, çитĕнсен зоотехник пулма тĕв тунă. 1999 çулта Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. 2006 çулта Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче «зооинженер» специальноçне алла илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика