00:00 24 сентября 2012 г.
Ентешĕмĕрĕн Сергей Арсеньевич Владимировăн наука ĕçĕнчи хастарлăхне савăнса ăмсанмалли кăна юлать. Нумаях пулмасть ăна Естествăлла пĕлĕвĕн Раççей Академийĕн (РАЕ) Президиумĕн йышăнăвĕпе Академи член-корреспондентне суйланă.
Сергей Арсеньевичăн экономика тематикипе çырнă ĕçĕсем çĕршыври, пĕтĕм тĕнчери журналсенче час-часах пичетленеççĕ. Кăçалхи çулла Германире унăн виççĕмĕш монографине пичетлесе кăларнă. Экономика наукисен докторĕ, Санкт-Петербургри машиностроительнăй патшалăх университечĕн менеджмент кафедрин профессорĕ ытти аслă шкулсенче те час-часах лекцисем вулать, çĕнĕ статьясемпе монографисем хатĕрлет. Вĕсем паянхи экономикăн çăмăл мар лару-тăрăвĕнче питех те кирлĕ пособи пулма тивĕç.
Сумлă ята илнине ĕнентерекен дипломпа Сергей Арсеньевича сентябрь вĕçĕнче Сочире иртекен РАЕнаука мероприятийĕ тата Кĕрхи сесси вăхăтĕнче чыслĕç. Хаçат тусне эпир те чĕререн саламлатпăр.