Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Палăк çĕнелчĕ

00:00 24 сентября 2012 г.

Виçĕм кун районта пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртрĕ – Польша отрячĕн партизанĕн, Уравăшра çуралса ÿснĕ, Тăван çĕршыв иркĕлĕхĕшĕн пуçне хунă Жорж Илюкин вил тăприйĕ çине çĕнĕ палăк вырнаçтарчĕç

Вăрнарта ун ячĕпе хисепленекен урам пур, анчах Ж.Илюкин ăна мĕншĕн тивĕçнине нумайăшĕ пĕлмест. Ăна официаллă герой ятне паман, анчах та Жорж Илюкина чăннипех те халăх паттăрĕпе танлаштармалла.

Вăрнарти вăтам шкула пĕтерсен çамрăк Ленинградри суту-илÿ институтне вĕренме кĕнĕ. Анчах вăрçă пуçланнă. Пирĕн ентеш те юлташĕсемпе пĕрле хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Тамбоври пехота училищинче вĕреннĕ, Хĕвеланăç фрончĕн йышĕпе Ельня хули çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă. Шел те, тыткăна лекнĕ.

Илюкинсен икĕ ывăлне те халăх тăшманĕ тесе айăпланă. Аслине вăрçăран тарнă тесе персе пăрахнă.

Усал сăмах ашшĕпе амăшĕн чунне самаях хуçнă. Жорăн таса ятне (вилнĕ хыççăн) вăрçă чарăнсан темиçе çул иртсен кăна шырав çырăвĕсем тăрăх тавăрма май килнĕ. Пĕр полкра тăнă Ивановăн çырăвĕ тăрăх, Жора юлташĕсемпе тыткăнран тарнине, Польшăран Чăваш ене килнĕ çырура «Жорж-чуваш» Килинский ячĕллĕ партизан отрячĕн хăюллă салтакĕ пулнине, унăн ушкăнĕ Люблин–Варшава, Люблин–Луково чукун çулĕ çинче нимĕç эшелонĕсене чылай тĕп тунине, анчах хăй паттăрла вилĕмпе пуçне хунине, Воля Гуловская ял çыннисем совет салтакĕсене нимĕçсенчен вăрттăн вăрман уçланкинче пытарнине пĕлнĕ. Çакăн хыççăн паттăрăн ашшĕ Петр Федорович Польшăри пионер-следопытсемпе çыхăнса Жорăн тăванла масарĕ çинче пулнă. 1963 çулта унти вил тăпри çинчи çĕре илсе килсе Вăрнар масарĕнче пытарнă. Хăй аллипе палăк ăсталанă.

Районти историпе краеведени музейĕн директорне Елена Шарипована, Вăрнарти «Тереза-аннене» Нина Александровна Макарована (вăл Жорăпа вăтам шкулта пĕр вăхăтра вĕреннĕ), Илюкинсен вил тăприйĕ çинче час-часах пулнăскере, халăх паттăрĕн палăкĕ кивелни питех хумхантарнă. Юрать, пулăшас текенсем тупăннă. Халĕ, ав, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков пулăшăвĕпе Жорж Илюкинăн вил тăприйĕ çинче çĕнĕ палăк çĕкленчĕ.

«24-ри каччă пурнăçне паттăррăн çапăçса татнине ентешĕмĕрсем пĕлменни пысăк çитменлĕх. Паян историе тем тĕрлĕ çавăрттараççĕ пулин те пирĕн чăнлăхран пăрăнма кирлĕ мар, паттăрсене яланах асра тытмалла», – палăртрĕç палăка уçма хутшăннисем. Çавăн пекех вĕсем Ж.Илюкинăн ашшĕн палăкне те йĕркене кĕртме калаçса татăлчĕç. Чи кирли – поселокри мĕн пур паттăрлăх палăкĕ малашне те шкул ачисемпе студентсен хÿтлĕхĕнче-асăрхавĕнче пулнисĕр пуçне официаллă çынсем вĕсене май пур таран çĕнетме шантарчĕç.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика