Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пуçаруллă çынсем пулсан...

00:00 24 сентября 2012 г.

Физкультурăпа спорта аталантарассине патшалăхăн приоритетлă задачисен шутне кĕртнине кура халăха сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси кашни ял поселенийĕнчех ĕç планĕн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕ. Анчах, шел те, вĕсен тулли пурнăçланăвĕпе кашниех мухтанма пултараймасть.

Ярмушкасене вара ку тĕлĕшпе ăнăçнă темелле. Темиçе çул ĕнтĕ ялти пур уяв-мероприяти те спорт ăмăртăвĕпе тачă çыхăнать. Вĕсене шкул ачисем кăна мар, аслисем те хастар хутшăнаççĕ.

Спорт ĕçĕ çÿллĕ шайра пулнинче, паллах, пуçаруçăсен тÿпи пысăк. Ку тăрăхри ялсенчен тухнă çамрăксем акă темиçе çул ĕнтĕ ялта ăмăртусем йĕркелеме, парнесемпе хавхалантарма пулăшаççĕ. Мускавра пурăнакан Николай Павлович Федоров, тĕп хуламăрăн бокс федерацийĕн фице-президенчĕ, чылай турнирăн спонсорĕ. Ку çеç те мар, шкул командине вăл футбол тумĕсемпе, спорт инвентарьпе те тивĕçтернĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче ял тăрăхĕнче çăмăл атлетика чупăвне ирттересси те унăн пуçарăвех. Çитес çул вăл юбилейлă датăпа иртĕ – ял çыннисем вун пиллĕкмĕш хут старта тухĕç.

Пулăшу тенĕрен, ярмушкасене халĕ спортпа республикăри «Гвардеец» обществăлла пĕрлешÿ те туслаштарать. Иртнĕ çул официаллă майпа ĕçлеме пуçланăскерĕн, шутĕнче темиçе ăмăрту та ĕнтĕ. Çулталăк планĕпе ял çыннисем спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче вăй виçеççĕ. Чылайăшĕ ял масаштабĕпе çеç мар, район, республика шайĕпе иртеççĕ, пулă тытасси, футбол, сĕтел çи теннис, кире пуканĕ йăтасси, йĕлтĕрпе чупасси тата ыт.те. Кăçал вĕсем пуçарнипех акă кунта районта пĕрремĕш хут велоспорт чупăвĕ иртрĕ. Унта ют регион маунтинбайкерĕсем те хутшăннă.

«Гвардеец» спорт обществин ертÿçи Олег Васильев хăйсен тăрăхĕнче физкультурăпа спорта аталантарассинче вырăнти шкулăн, уйрăмах Георгий Сорокин физрукăн, тÿпи сумлă пулнине палăртрĕ. Вăл хăй те – спортсмен, унăн ывăлĕпе хĕрĕ те ку енĕпе вăйлă аталаннă. Рома Сорокин акă футболла ăста вылять, районти «Химик» командин членĕ.

«Паянхи условисенче яллă вырăнта, паллах, спорта аталантарма çăмăл мар. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч. Анчах та халăх хăй хирĕçлемест, ăмăртусене хастар хутшăнать, вĕсене кĕтет пулсан, мĕншĕн пулăшмалла мар;» – тет Олег Витальевич.

Кăçалхи планпа ярмушкасене çывăх вăхăтра тата кăсăклă мероприятисем кĕтеççĕ: октябрьте кире пуканĕ йăтассипе ăмăрту пулĕ. Ноябрь вĕçĕнче вара Ярмушка шкулĕн 150 çулхи юбилейне халалласа чаплă уяв иртĕ.

Нумаях пулмасть Олег Васильев район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа тĕл пулчĕ. Калаçу, паллах, ялсенче спорт юхăмне вăйлатасси пирки пычĕ.

С.Чикмякова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика