00:00 05 сентября 2012 г.
Çитес шăмат кун, сентябрĕн 8-мĕшĕнче, районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети пулать.
Эстафета кăçал та пилĕк ушкăнра иртет. Предприяти-организацисем, учрежденисем, район администрацийĕн командисем: арçынсем 400 метр, хĕрарăмсем 200 метр чупаççĕ. Командăра – икĕ арçын, икĕ хĕрарăм.
Ял поселенийĕсен командисен йышĕ те çавнашкалах, çÿлерех асăннă дистанцисенех тухмалла. Чупуçăсен 18 çултан аслăрах пулмалла, ку ушкăнра шкул ачисен чупма юрамасть.
Вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем, вĕренÿ заведенийĕсем уйрăмшар ушкăнра тупăшаççĕ. Командăсенче – виçшер хĕрпе каччă. Дистанцисем пуриншĕн те пĕрешкел – 400 метр.
Эстафетăна район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата социаллă аталану пайĕсемпе пĕрлешсе ирттеретпĕр.
Чупу «Химик» стадионта иртет. 10 сехет те 30 минутра пуçланать. Заявкăсене çав кунах йышăнаççĕ, паллах, вĕсене учрежденисен пуçлăхĕсен алă пусмалла, медицина учрежденийĕн пĕтĕмлетĕвĕ пулмалла.