00:00 15 августа 2012 г.
Раççей спортсменĕсен Олимпиадăри «çăлтăрлă» кунĕнче Вăрнар футболисчĕсем те çĕнтерÿ саламĕсене йышăнчĕç. Республика историйĕнче халиччен пулманччĕ – «Химик-Август» Чăваш ен Кубокне çиччĕмĕш хут выляса илчĕ
– Ку финал ыттисенчен çăмăлрах пулчĕ. Команда хăйне шанни малтанхи минутсенчех аван курăнчĕ. Пĕрре мар туптанă комбинацисем, спортсменсем пĕтĕм вăя хывни Чăваш енĕн тĕп футбол призĕсенчен пĕрне, юн кун кăна тĕп хулана финалта выляттарма илсе кайнă Кубока, каллех Вăрнара илсе таврăнма май пачĕ, – терĕ футболăн тĕп фаначĕ, команда начальникĕ – «Химик» спорт клубĕн ертÿçи Евгений Захаров.
Йĕпреçсемшĕн – ку хутĕнче ФК «Ибресин» тата «РДЮСШ-Ибресин» пĕрлештернĕ команди вылянă – вăрнарсемпе тĕл пулакан виççĕмĕш тĕп финал (республика чемпионачĕ, Суперкубок, хальхи) çухатупа вĕçленчĕ. 3:0 – Роман Шалинăн шутĕнче пĕр мечĕк, Дмитрий Парфеновăн – иккĕ.
Çĕнтерес туйăмне «Химик – Август» Кубок финалĕн 1Ÿ4 пайĕнчех аван кăтартрĕ. Кÿкеç поселокĕн «Бурилы» командине 4:0 тата 2:1 шутсемпе парăнтарчĕ. Çурма финалта «Шумерля» футбол клубĕпе тĕл пулнă вăйăсем иккĕшĕ те çĕнтерÿпе вĕçленчĕç: 1:0 тата 2:0.
Команда çамрăк, анчах та опытлă футболистсене пĕрлештерет. Пĕр пайĕ «Химик – Августра» 8–9 çул ĕнтĕ, теприсем кăшт сахалтарах, виççĕмĕшсем йыша тинтерех кăна килнĕ, апла пулин те каччăсем пĕр-пĕрне туйса выляни матчсенче аван курăнать. Александр Белыбердин акă тренер ролĕнче виççĕмĕш Кубок çĕнсе илет. Роман Шалин – ку сезонри чи лайăх бомбардир. Финал паттăрĕсем – Артем Бычков полузащитник тата 16-ри Алексей Степанов тĕп вылявçă.
– Манăн футболистсене çакăн пек çĕкленÿллĕ кăмăла, вăй-хала, хĕмленĕве чемпионат вĕçленичченех сыхласа хăварма сунас килет, – кăмăллăн пĕлтерет Евгений Анатольевич.
Командăна тытса тăракан «Август» Фирма кăна мар, пĕтĕм район мухтанма тивĕç – Вăрнар футболисчĕсем асăннă турнир финалне саккăрмĕш хут тухрĕç, çичĕ хутчен çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Вĕсен аллинче паян виçĕ Кубок – футболăн виçĕ тĕп призĕ: республика чемпионатĕнче, Суперкубокра тата Чăваш ен Кубокĕнче çĕнсе илнисем. Маттурсем!