00:00 07 августа 2012 г.
Вырсарни кун чăваш халăхĕ тÿрĕ эфирта хамăр ентешĕмĕр Татьяна Архиповашăн (Петровашăн) пĕтĕм чĕререн «чирлерĕ». Çамрăк спортсменка Лондонри Олимпиадăра Раççей çыннисен шанăçне тÿрре кăларчĕ – марафонра бронза медаль çĕнсе илчĕ.
42 километр та 195 метра вăл 2 сехет те 23 минут та 29 çеккунтра вĕçлерĕ. Дистанци çурринчен иртсен вăл тĕп ушкăна кая хăварса марафон фаворичĕсене – виçĕ кенийкăна тата эфиопкăна – хăваласа çитме пултарчĕ. Финишчен вун пилĕк километр ытларах лидерсен йышĕнче пычĕ.
Аса илтерме, Татьяна Архипова (Петрова) тăватă çул каялла Пекинра иртнĕ Олимпиадăра 3 километра чăрмавсене çĕнтерсе чупассинче тăваттăмĕш вырăн йышăннăччĕ.
Раççей чысне хÿтĕленĕ тепĕр чăваш спортсменĕ Альбина Майорова Лондонри Олимпиада марафонне тăххăрмĕш результатпа вĕçлерĕ.
Малтанхи кун Чăваш енрен кайнă тепĕр спортсменка Кристина Савицкая çичĕ енлĕ кĕрешÿре саккăрмĕш вырăн йышăнчĕ, икĕ хутчен харпăр хăй рекордне çапрĕ.
Раççей медальсен йышĕпе Олимпиада таблицинче тăххăрмĕш вырăнтан 5-мĕш вырăна хăпарчĕ. Ĕнерхи кун тĕлне унăн çитĕнÿсен çÿпçинче пĕтĕмпе 48 медаль: 10 ылтăн, 18 кĕмĕл тата 20 бронза.
Олимпиадăри çитĕнÿсен тĕслĕхĕпе Вăрнар спортсменĕсем те çĕнтерÿсем патне ăнтăлаççĕ. Акă «Химик-Августăн» ачасен команди (1997–1999 çулсенче çуралнисем) регионти турнирта çĕнтерсе Пĕтĕм Раççейри «Колосок» ăмăртăва хутшăнма тивĕçрĕç. Челябинск хулинче пыракан финал ăмăртăвĕнче 16 команда тăватă ушкăнра тупăшать.
Вăрнарсен пĕрремĕш çитĕнÿ пур ĕнтĕ – виçĕм кун пирĕн çамрăк футболистсем Новгород облаçĕн командине 8:3 шутпа парăнтарнă.