Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пурне те тăрантаракансем тырă вырма тухрĕç

00:00 02 августа 2012 г.

Яваплă тапхăр тытăнчĕ. Хресченĕн пысăк тĕллеве пурнăçламалла: тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене кĕске вăхăтра тата тухăçлă пухса кĕртмелле. «Санары» агрофирмăра, «Янгорчино», «Броневик», «Знамя» кооперативсенче, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче вырма ĕçĕсем пуçланнă. Вăтам тухăç – 20 центнер

«Знамя» кооперативра тыр-пула 600 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Ĕçе Сергей Пырков «Дон -1500А» тата Юрий Иванов «Агрос-530» комбайнсемпе пурнăçлаççĕ. «Кăмăл çĕкленÿллĕ. Техника анчах ан çĕмĕрĕлтĕр», – палăртрĕ Сергей Пырков комбайнер.

«Знамя» кооператив ертÿçи Вячеслав Васильев кĕрхи пÿлмесем тулли пуласса шанать. «Пĕрчĕллĕ культурăсем ăнса çитĕнчĕç, лайăх тухăç илмеллех. Уй-хир продукцине тупăшлă вырнаçтарсан хуçалăх та аталану çулĕпе пырĕ»,– терĕ Вячеслав Иванович.

Хресчене пурне те тăрантаракан тетпĕр. Вăл пирĕн сĕтел çинчен çăкăр-тăвар ан татăлтăр тесе ирĕн-каçăн хура тара ÿксе тăрăшать. Унăн тертлĕ ĕçне хаклани кирлĕ. ЧР Правительствин агропромышленность комплексĕн, мониторинг тата апат-çимĕç рынокĕнчи хаксем улшăннине хăвăрт шута илекен ыйтусемпе тимлекен комиссийĕпе ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕнче апат-çимĕçлĕх виççĕмĕш класлă пĕр тонна тулă – 5300 тенкĕ, 4-мĕш класли – 4900 тенкĕ, ыраш 4200 тенкĕ тăнине çирĕплетнĕ. Ку вăл кăçалхи тыр-пулăн чи пĕчĕк хакĕсем. Пĕрчĕллĕ культурăсене лайăх вырнаçтарма май пурри пурне те тăрантаракана хавхалантарать паллах. Хресчене кредитшăн татăлма, налуксем, ĕç укçи тÿлеме, саппас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянма çăмăлрах пулĕ. Акă «Знамя» кооперативра юлашки икĕ çулта машинăпа трактор паркне 23 миллион тенкĕлĕх техника илсе пуянлатнă. Уйăхсерен кредит 580 пин тенкĕ тÿлемелле, авăн уйăхĕнчен тытăнса вара парăмшăн пĕр миллион тенкĕ кăларса хумалла пулать.

Вячеслав Иванович «иккĕмĕш çăкăра» епле сутасси пирки те халех пуç ватать. «Çĕр улми туса илни тăкак ан кÿтĕр. Кăçалхи хак лайăх пултăрччĕ»,– малашлăха шанса калаçрĕ ертÿçĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика