Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вăрнар тăрăхĕ – истори палăкĕн вырăнĕ

00:00 23 июня 2012 г.

Иртнĕ уйăх пуçламăшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн археологĕсем Вăрнар районĕнчи шыравра чăн-чăн тупра тупнă. Эрешсен элеменчĕсем тăрăх ученăйсем ку вырăнта хĕрарăмсене пытарнă пулĕ тесе палăртаççĕ

Экспедиципе ăсчахсем пирĕн района ахальтен тухман. Археологсене хаклă вырăн пирки пĕр «ылтăн шыракан», халăхра вĕсене «хура археологсем» теççĕ, (ятне асăнмаççĕ) пĕлтернĕ.

Институт ĕçченĕсем ку вырăн авалхи масар пулнине çирĕплетеççĕ, историйĕпе вăл пирĕн эрăри II–III ĕмĕрсене тавăрать. Археологи уйрăмĕн кĕçĕн сотрудникĕ Николай Мясников вил тăприсем пулнă вырăнта чавса кăларнă экспонатсемпе паллаштарчĕ: акă хĕр виллин пуçĕ çумĕнче тупнă тăм чÿлмек (ăсчахсем ăна пирĕн эрăри 2–3-мĕш ĕмĕрĕсемпе çыхăнтараççĕ), тĕрлĕ амулетсем, шăрçасем, пăхăр тÿме, сăнă вĕçĕ (ученăйсем ку предмет самай «çамрăкраххине» палăртаççĕ, мĕншĕн тесен ăна вил тăпри çинче тупман). Уйăх ытла тăсăлнă шырав çавăн пекех историлле ытти япаласемпе те пуянланнă: кантăк шăрçасем, бронза çакăсем, брошкăсем, пусма татăкĕсем, кăкăр çине çакмалли шăратса тунă япала (шÿлкеме прототипĕ), пластинкăллă капăрлăх, хăлха çаккисем тата ытти хÿхĕм япаласем. Вĕсене археологсем 2х2,5 метр виçеллĕ чавнă шурфра çамрăк хĕрачан вилĕм кĕпи çинчен тупнă.

Пĕтĕмпе археологсем пилĕк виле вырăнне чавнă. Керамика ванчăкĕсем, тĕрлĕ тумтир таврашĕсене тупнă.

Институт ĕçченĕсем кашни экспоната шута илеççĕ, анлăн тĕпчеççĕ. «Хура археологсем» пек вĕсем çĕре çăрса-вартаса пĕтермеççĕ, историлле ÿкерчĕке куç умне кăларас тесе тимлĕ ĕçлеççĕ: вĕсене тупăнакан япаласем кăна мар, вилесем мĕнле выртни, вĕсем пĕр-пĕринпе мĕнле çыхăнни те кăсăклантарать. Çĕрĕн пĕр пайне чавнă хыççăн виле вырăнне шăтăкри паллăпа (вăл тĕспе уйрăлса тăрать) палăртаççĕ, пĕчĕк кĕреçепе темиçешер сехет чаваççĕ.

Евгений Петрович Михайлов, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн археологи пайĕн наукăн аслă сотрудникĕ, ку вырăнта 100-е яхăн виле выртма пултарнине палăртать. Тĕлĕнмелле, кунти çĕрсене вунă çул каялла кăна сухалама пăрахнă, вил тăприсем вара тарăн та мар – 70–80 сантиметр. Археологсен шучĕпе кунта 1700–1800 çул каялла пурăннă финн-угор халăхĕсем вырăнĕ çÿллĕрех çĕрте тата хăйăрлă пулнăран суйласа илнипе çыхăнтараççĕ.

Специалистсем Вăрнар тăрăхĕнчи шырав ĕçĕсем историшĕн çав тери хаклине тата пĕлтерĕшлине палăртаççĕ, кунта чавса кăларнă экспонатсем вара кĕçех институтăн музейĕнче вырăн тупĕç.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика