Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Таса шыв кĕçех хваттерсене те çитĕ

00:00 25 июня 2012 г.

Поселокра пурăнакансен хваттерĕсене пахалăхлă таса шыв тепĕр 1,5–2 уйăхран пыма тытăнĕ, пĕлтерчĕ «Çĕршыври шыв технологийĕсем» тулли мар яваплă общество ертÿçи Валерий Куликовский. Хальлĕхе Кĕçĕн Çавал çинче çĕкленнĕ шыв хранилищин шыв хатĕрлекен станцине ĕçлеттерсе ярассипе тимлеççĕ.

Виçĕм кун социаллă пысăк пĕлтерĕшлĕ объектри ĕç-хĕлпе Раççейри регионсен аталанăвĕн министерствин ЖКХ департаменчĕн директорĕн заместителĕ Владимир Мешков тата Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Громов кăсăкланчĕç.

Хăнасем плотина çинче пулчĕç, шыва тасатакан линисен технологийĕпе паллашрĕç. Маларахри кун станцие ĕçлеттерсе шыва тасатса пăхнă. Лаборатори анализĕ вăл пахалăхĕ енчен стандарта тивĕçтернине кăтартса панă. Таса шыва ĕçлĕ визитпа килнĕ пысăк хăнасене те сĕнчĕç. Чăн та, вăл таса кăна мар, тути те аван, çемçе. Танлаштармалли те пулчĕ: плотинаран ăснă шыв сап-сарă тĕслĕ, тасатни вара – янкăр тăрă.

Шыв хатĕрлев станцийĕн тĕп проектировщикĕ, «Çĕршыври шыв технологийĕсен» ертÿçи Валерий Куликовский пĕлтернĕ тăрăх, шыв управран уçланинчен пуçласа хваттерсене çитичченхи пĕтĕмĕшле цикл сакăр сехетпе танлашать. Вăл икĕ сийлĕ фильтраци витĕр тухать.

Станцие пĕтĕмпех автоматизациленĕ. Цифрăллă контроллерсем хатĕрлекен информаци датчиксем çине пырать. Штатра сахалтан та вун пилĕк çын тăрăшĕ. Лаборатори кунĕн-çĕрĕн ĕçлĕ, мĕншĕн тесен реагентсене те, шыв пахалăхне те вĕçĕмсĕр тĕрĕслев кирлĕ. Цех дежурнăй технолог асăрхавĕнче пулĕ.

Кăçалхи çуркунне хранилищĕне шыв нумай тулнă. Ейÿ вăхăтĕнче ăна чылай юхтарма тивнĕ, халĕ шлюзсем пилĕк сантиметр таран уçă.

Территорире те пысăк ĕçсем пурнăçланă. Çăтакан фильтрсене, пырса кĕрекен тата таса шыв резервуарĕсене çĕрпе хупланă, тĕп çулсене асфальтпа хытарнă.

Мускав тата Чăваш ен министерство представителĕсем «Çĕршыври шыв технологийĕсен» тата «Спецводстрой» ертÿçисемпе, район администрацийĕн пай пуçлăхĕсемпе татса памалли ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика