00:00 16 мая 2012 г.
Вăрнарти 29-мĕш училище хăйĕн инноваци проекчĕсемпе каллех республикăри смотр-конкурсра çĕнтернĕ.
Вĕрентÿпе методика комплексне тытса тăрассинчи çĕнĕлĕхсен конкурсĕ февраль – апрель уйăхĕсенче иртнĕ. Вăрнарти училище унта икĕ проект тăратнă.
«Вĕрентÿ учрежденийĕ» тата «Вĕренÿ дисциплини» комплекссем тĕпрен илсен çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕн условийĕсенче ĕç рынокĕ валли тивĕçлĕ специалистсем хатĕрлесе кăларассипе çыхăннă. Нормативлă право докуменчĕсемсĕр пуçне вĕсенче вĕрентекенпе вĕренекен хушшинчи уйрăм ĕç-хĕле, информаци ресурсĕсен ырă витĕмне туллин çутатнă.
Вĕренÿ процесне училищĕре пĕрремĕш тапхăрпах компьютеризациленĕ, ăна çулсерен çĕнетсе пыраççĕ. Библиотека вăйлă аталаннă, паян ун фондĕнче 6064 кĕнеке шутланса тăрать, пĕлтĕр кăна вăл пине яхăн экземплярпа пуянланнă. Вулав залне те компьютеризациленĕ. Электронлă кĕнекесен шучĕ ÿссех пырать – пĕтĕмпе 205. Вĕренÿ учрежденийĕн сайчĕ республикăра лайăххисен йышĕнче.
Чи кирли – инноваци проекчĕсем вĕренÿ аталанăвĕшĕн хăватлă механизм пулса тăраççĕ. Коллектив вĕсен пурнăçланăвне ачасен профессири пуласлăхĕпе çыхăнтарать.