Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Паттăрлăх чĕрĕ

00:00 10 мая 2012 г.

Аслă Çĕнтерÿ уявне Вăрнарта çулран çул чаплăран та чаплă паллă тăватпăр

Шел, вăрçăра çапăçнисен пысăк пайĕ çакна кураймасть. Пĕлтĕртенпе паттăрсен речĕ татах сайралчĕ. Çулталăк хушшинче çирĕм пилĕк вăрçă участникĕ пурнăçран уйрăлчĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн кăна Çарăклăри Петр Константинович Константиновăн чĕри тапма чарăнчĕ. Кăшт маларах кăна – Волонтерти Иван Константинович Константиновăн, унччен – Ярмушка тăрăхĕнчи Михаил Прокопьевич Прокопьевăн, Нестер Гермонович Гермоновăн, ыттисен. Нумай ялта вăрçа хутшăннисем пачах юлмарĕç. Вăрнар тăрăхĕн 5597 ывăл-хĕрĕ юнлă çапăçу хирĕнче паттăрла пуçĕсене хунă. Çĕнтерÿпе таврăннисен пилĕк пин ытла йышĕнчен паян 117-шĕ кăна пурăнаççĕ...

Фронтпа тыл пĕр харăссăн çĕкленсе çĕршыва фашизмран çăлнăранпа 67 çул çитрĕ. Тĕрлĕ тĕссемпе ялкăшакан чечексемпе, хăмпăсемпе илемленнĕ, йăл кулăпа çутă куççуле пĕрлештерекен Аслă Çĕнтерÿ уявĕ кăçал та асаттесемпе асаннесен иксĕлми паттăрлăхне чи янравлă сăмахсемпе мухтарĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн Леонид Николаевăн кашни сăмахĕ чĕресене пырса тиврĕ. Вĕсенче миллионшар халăхăн юнлă вăрçăри вилĕмĕшĕн хурланни сисĕнчĕ.

– Сире, çĕршывăмăра чуралăхран çăлса хăварнă, килес ăрусене мирлĕ пурнăç парнеленĕ ăрăва, тав тума сăмах та çитес çук. Эсир – паттăрлăх символĕ, эсир – пирĕн çав тери хаклă пурлăх, вăй тата шанăç. Паян эпир пирĕн аттесемпе асаттесем йывăр çулсенче чунпа хуçăлманнине, пирĕн халăх патриотизм традицийĕсене, идейисене упраса хăварма пултарнине мăнаçлăхпа палăртатпăр. Раççей аслă ăру тĕслĕхĕпе кунта пухăннисен, килес ăрусен вăйĕпе тата ырă ĕçĕпе малалла та çирĕпленсе, вăйланса пытăр! – терĕ вăл ветерансем умĕнче пуç тайса.

Трибуна умĕнчи саксем çине вырнаçнă кăкăр тулли медаль-орденлă вăрçă участникĕсемпе тыл ĕçченĕсем паттăрлăх чĕррĕн ялкăшнине çирĕплетрĕç. Уява килнисем вĕсене пĕри те тепри пырса çупăрларĕç. Шкул ачисем чĕрĕ чечексен ытамне путарчĕç. Çамрăксем çĕнтерÿçĕ-ăрăва ячĕшĕн мар, чĕререн саламланине, вĕсем историри чи хаяр вăрçăн пĕлтерĕшне-хакне туйни савăнтарчĕ. «Аслă Çĕнтерÿпе!», «Çĕнтерÿшĕн тав!»... – аякранах саламларĕç паттăр ăрăва.

Çакă уйрăмах хаклă. Ветерансем – ĕнерхи 18–20-ри çамрăксем – паянхи яш-кĕрĕмĕн çутă куллишĕн, телейĕшĕн вут-çулăмра кĕрешнĕ-çке. Çавăнпа та вĕсене хисеплеме пĕлменни преступленипе танах.

Районта ахальтен мар ĕнтĕ патриотизмла воспитание пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кунта Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» юлташлăхăн регионти обществăлла организацин тÿпи те пысăк. Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн вăл районти чылай шкулта çулсеренех паттăрлăх урокĕсем йĕркелет. Раççей Президенчĕн Чăваш енри полномочнăй представителĕн пĕрремĕш заместителĕ Анатолий Григорьев республикăна 70 ытла офицер килсе çитнине, вĕсем вăтам шкулсенче тĕл пулусем ирттернине палăртрĕ. Чăваш енре патриотлăх туйăмĕ пысăк пулнине вăл тепĕр тĕслĕхпе те çирĕплетрĕ – Раççей Президенчĕн полкĕнче акă республикăри 30 ытла çамрăк службăра тăрать. Тивĕçлĕ смена та пур. Калининăри вăтам шкулти кадет класĕ акă октябрьте Мускавра пулакан Пĕтĕм Раççейри смотра республикăран пĕрремĕш хутшăнма тивĕçнĕ! Вăрнарта иртнĕ уяв парачĕн пуçĕнче вĕсем Çĕнтерÿ ялавĕн чăн копине вĕлкĕштерсе утрĕç.

Ăрусен тачă çыхăнăвне Григорий Сергеевич Сергеев вăрçă участникĕ те, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ – «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников та, Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Панзин протоиерей те палăртрĕç, вĕсем çĕнтерÿçĕ-ăрăвăн иксĕлми паттăрлăхне ĕмĕрсем хушши чĕрере упрама ыйтрĕç.

Шкул ачисен, культура ĕçченĕсен площадьре сарăлнă музыкăпа хореографи композицийĕ мирлĕ пурнăç савăнăçне сăнларĕ. Автомашинăсен колонни кăçал çĕнĕ техникăпа тĕлĕнтерчĕ. Григорий Фролова 56 çулти ГАЗ-69 машини аслашшĕнчен куçнă. Владимир Николаевичпа мăшăрĕ, Надежда Антоновна, иккĕшĕ те ĕмĕрĕпех хими заводĕнче ĕçленĕ. Паян вĕсен династине ывăлĕ – Андрей Владимирович, кинĕ – Лариса Игоревна, Григорий мăнукĕпе унăн арăмĕ тăсаççĕ. Григорий раритетлă машинипе çамрăксене çеç мар, вăрçă участникĕсене те хаваспах ярăнтарчĕ.

Сергей Красновăн ăруран ăрăва куçнă «Победа» ГАЗ-20 машини те пухăннисенче кăсăклăх çуратрĕ.

Çамрăк кадетсем, армеецсемпе патриотсем, спортсменсем, культурăра тимлекенсем, предприяти-организаци коллективĕсем трибуна умĕпе «Ура!» кăшкăрса чукун çул çывăхĕнчи Астăвăм площадьне çул тытрĕç. Ветерансем кунти палăк умне чĕрĕ чечексем хунă хыççăн культурăпа кану паркĕнче йĕркеленĕ фронт кухнинче салтак пăтти çиме, концерт пăхма пултарчĕç. Район пуçлăхĕ Александр Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, ытти хăнасем вăрçăн кашни паттăрне алă тытса саламларĕç, пурнăçĕпе кăсăкланчĕç. Паттăрсен ячĕпех каçхине çÿл тÿпене çăлтăрла салют илемлетрĕ. Эстрада юррисемпе вăрçă кĕввисем пĕр çемме пĕрлешсе аякка юхрĕç...

67-мĕш Çĕнтерÿ уявĕ чаплăн иртрĕ. Çĕнтерÿçĕ-ăрăвăн паттăрлăхĕ çакăн пек мăнаçлăхпах çулсем хушши ĕмĕрхи çулăмла ялкăшĕ.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика