00:00 05 мая 2012 г.
Шăхальте пурăнакан Иван Михайлович Смирновăн ĕçĕсене халăх историйĕн паха тупри вырăнне хурса хакламалла. Унăн тетрачĕсенче упранакан ятсем ахаль хушаматсем мар – чăн-чăн паттăрлăх символĕсем
Çак ĕçе паян тин пуçăнакан çын, паллах, нумай çухатнă: вăрçă «сасси» çулран çул аякка кайса пырать, фронтовиксем шутлă кăна юлчĕç, çапăçу хирĕнче е хыççăн сурансене пула пурнăçран уйрăлнисен тăванĕсенчен те халĕ çакнашкал даннăйсем пухма çук. Иван Михайловичăн чĕре хистевĕ вара юратнă ялĕн, район, çĕршыв историне ăруран ăрăва тăсать.
Тĕрĕссипе, 48 çул каялла тытăннă тĕпчев хăй авăрне çапла «туртса кĕрессе» Иван Михайлович шутлама та пултарайман. Мĕн хавхалантарнă-ха тин кăна институт пĕтернĕ историке; Паллах, паттăрлăх йĕркисем кунсеренех хушăнса пыни. Ăнланнă вăл: çак документаллă материалсем ăна хăйĕн урокĕсене чĕрĕлĕх кĕртме çеç мар, килес ăрусемшĕн те питĕ хаклă пулма тивĕç.
Пĕр кил те хăварман Иван Михайлович, кашнинче документсем, сăн ÿкерчĕксем пуçтарнă, аса илÿсем çырса илнĕ. Шăхаль ялĕнчен акă вырăс-яппун вăрçине пиллĕкĕн, пĕрремĕш тĕнче вăрçине 70-ĕн, граждан вăрçине 41-ĕн хутшăннă.
Уйрăмах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă архив пуян. Ку ялтан фронта пĕтĕмпе 150 çын тухса кайнă, вĕсенчен, шел те, 66-шĕ юнлă çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Историпе архив материалĕсене тĕпченĕ май Иван Михайлович тепĕр пĕлтерĕшлĕ факта та – «Астăвăма» тата «Асăну кĕнекине» кĕмен 37 ентешĕн ячĕсене – тупса палăртнă.
Пухнă материалсем кĕçех ял клубĕнче йĕркеленĕ паттăрлăх кĕтесĕнче вырăн тупнă. «Граждан вăрçин участникĕсем», «Тăван çĕршывшăн пуçĕсене хунисене ĕмĕрлĕх мухтав», «Вĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ», «Хамăр ял вĕрентекенĕсем» фотостендсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе пуян альбомсемпе темиçе çул каялла ку ялти музейра хам та тĕлĕнсе паллашнăччĕ.
– Çак стендсене хатĕрлеме ун чухне «Правда» колхоз председателĕ Николай Павлович Павлов укçа-тенкĕ енчен пысăк пулăшу пачĕ. Ветерансем ун уйрăм тимлĕхĕнчеччĕ. 1985 çулта вăл тăрăшнипех Шăхаль, Çĕньял Нурăс тата Мачамăш ялĕсенче паттăрсене асăнса палăксем лартрĕç. Вăрçа хутшăннисене «Новый путь» хуçалăха ертсе пынă Иван Павлович Павлов, шел, вăл пурнăçран хăвăрт уйрăлчĕ, тата Леонид Самуилович Григорьев та яланах чысра тытатчĕç. Вĕсене тав тума сăмах та çитес çук, – тет ветеран.
Ирсĕр тăшман пирĕн çĕршыв çине тапăннă вăхăтра ача кăна пулнă пулин те çак хаяр вăрçă Иван Михайловичăн пурнăçĕнче те йывăр йĕр хăварнă. Ашшĕ Михаил Степанович ку вăрçăсăр пуçне тĕнче тата граждан вăрçисене те хутшăннă. Вĕсен суранĕсемех ĕнтĕ унăн кун-çулне хăвăрт татнă – 67-рех пурнăçран уйăрнă. Тăватă класс кăна вĕреннĕ пулин те вăл çав тери ăслă пулнă. Вăрçă хыççăн яла, колхоза çĕклессишĕн нумай тăрăшнă.
Аслă пиччĕшне Георгие каялла кĕтсе илеймен. Вăрçăччен вăл Çĕмĕрле районĕнчи Якуртушкăнь, Хĕрлĕ Октябрь шкулĕсенче ĕçленĕ. 1939 çулта çамрăк учителе çара илнĕ. 1941 çулта Тамбоври артиллери училищине вĕренсе пĕтернĕ кăна – тÿрех фронта тухса кайнă. Малтанхи вăхăтра Мускав, Клин, Яхрома, Истра хулисене хÿтĕленĕ. 1942 çулта Калинин фрончĕпе Калинин, Солнечногорск, Неглинная, Ржев, Смоленск хулисене ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусене, Белоруссинче «Багратион» операцине хутшăннă. 1944 çулта 1-мĕш Прибалтика фрончĕн йышĕпе Латвири Ауце хули çывăхĕнчи çапăçусенче Георгий вилмеллех аманнă. Вăл ку хулари паттăрсен масарĕнче канлĕх тупнă.
Иван Михайлович аслă пиччĕшне ас тумасть те темелле. Анчах тăванлăх туйăмĕ халĕ те шĕл кăварла çунать – Георгие паттăрлăхшăн панă Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ урлă. 1967 çулта аякри республикăран чĕннипе Иван Михайлович мăшăрĕпе, Елена Александровнапа (вăл та нумай çул шкулта ĕçленĕ), пиччĕшĕн вил тăприйĕ çине çитсе килнĕ. Уяв сĕтелĕ хушшинче ăна Совет Союзĕн Геройĕпе – Федор Зинченкопа сăмахлама тÿр килнĕ. 1945 çулта рейхстаг çине шăпах çак легендарлă полковникăн полкĕн салтакĕсем Хĕрлĕ Ялав вырнаçтарнă.
Иван Михайловичăн иккĕмĕш пиччĕшĕ те, Павел Смирнов, пурнăçран ир уйрăлнă. Вăрçă вăхăтĕнче вăл Хусанта çар самолечĕсем кăларакан заводра тăрăшнă. Йывăр чире пула унăн чĕри 21-рех тапма чарăннă.
Виççĕмĕш пиччĕшĕ, Николай Михайлов, хаяр çапăçусене кĕмен пулин те 1944–1946 çулсенче запасри 12-мĕш авиаци полкĕнче тăнă. 1952 çулта çар службинчен таврăнсан Шăхальти çичĕ çул вĕренмелли шкулта учительте, Кÿлхĕрринчи çичĕ çул вĕренмелли шкул тата Кÿкеçри ача çурчĕн директорĕсенче ĕçленĕ. 1961 çулта ăна КПСС Шупашкар райкомĕн иккĕмĕш секретарьне суйланă, 1965 çулта партин Аслă шкулне вĕренсе пĕтерсен икĕ çул Чăваш АССР Министрсен Канашĕн оргинструктор пайĕн заведующийĕ пулнă. Тепĕр икĕ çултан ăна Чăваш АССР Министрсен Канашĕн ĕç ресурсĕсемпе усă курас ĕç управленийĕн ертÿçине лартнă. 1979 çултан пуçласа мĕн пенсие тухичченех Ĕçлев тата социаллă ыйтусен патшалăх комитечĕн председателĕнче тăрăшнă.
Иван Михайлович пекех Николай Михайлович та общество хастарĕ пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна РСФСР патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсен профсоюзĕн рескомĕн президиумĕн членне суйланă. Унăн халăх умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçĕсене «Хисеп Палли» орденпа тата нумай медальпе чысланă. Шел, унăн та ĕмĕрĕ вăрăм пулман – 64-рах вилсе кайнă...
Чăннипе, Иван Михайловăн тĕпчев-шырав ĕçĕсенче вун-вун çын шăпи ĕмĕрленнĕ. Историлле фактсемпе тĕрлĕ пухусенче миçе хутчен докладсем туман пулĕ вăл, хăй педагогикăра тăрăшнăран (10 çул Шĕнер Ишекри шкулта историкре, 25 çул Малтикас Ялтăрари шкул директорĕнче вăй хунă) шкул ачисем умĕнче патриотика тематикипе нумай тухса калаçнă. Шел, Турри ăна хăйĕн ачисене паман.
– Ял историне тĕпченĕ манăн ĕçсем атте-пиччесемшĕн хăйне евĕрлĕ палăк вырăнне пулччăр, – тет Иван Михайлович, шалти çарсен капитанĕ.
Вĕсен тата вун-вун вăрçă паттăрĕн ячĕсене Шăхальти чĕрĕ палăк та – нумай çул каялла ачасемпе вĕрентекенсем клуб çывăхĕнче лартса хăварнă Çĕнтерÿ паркĕ те – упрать...
Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 67 çул çитнине паллă тăватпăр. Шăхальте мухтав сăмахĕсене Алексей Павлович Павлов кăна илтĕ – вăрçă участникĕсенчен чĕрри ялта вăл çеç тăрса юлнă.
С.ЧИКМЯКОВА.