Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Геннадий Петров - ял тăрăхĕн чи лайăх пуçлăхĕ

00:00 25 апреля 2012 г.

Çак ята Пăртас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Петров Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕ 2010 çулхи иккĕмĕш çур çул кăтартăвĕсемпе ирттернĕ конкурсра çĕнтерсе тивĕçнĕ

– Аçăмçырмисем «Республикăри чи лайăх ял тăрăхĕ» номинацире палăрчĕç. Пирĕн вĕсемпе танлашас тесен чылай ĕçлемелле, – чи малтанах хăйĕн çитĕнĕвĕпе мар, ĕçтешĕшĕн савăнчĕ Геннадий Дмитриевич.

Паллах, вăл «туртма» пуçланă тапхăртан ял поселенинче палăрмалла ырă улшăнусем пулнине палăртаççĕ пăртассем. Хăй вăхăтĕнче республикипех чап-сумпа кĕрленĕ Мичурин ячĕллĕ хуçалăх вăл ĕçе кÿлĕннĕ вăхăтра вăрçă хыççăнхи ÿкерчĕке аса илтернĕ. Панкрута кăларнă колхоз фермисене, ытти çурт-йĕре ишсе-çĕмĕрсе, вăрласа пĕтернĕ. Пăртасăн хăш-пĕр урамĕсенче хăмăш кашланă, çуллахи вăхăтра та çăрăлакан ланкашкаллă урамсене пысăк техникăпа та кĕрсе тухма хĕн пулнă. Халăхăн пĕр шухăш çук, вĕсене ял малашлăхĕшĕн, ырлăхĕшĕн, хăтлăхĕшĕн пĕтĕçтерме çĕнĕ пуçлăхăн нумай вăй хума тивнĕ. Халĕ çакă хăрушă тĕлĕкри пек кăна асра юлнă ĕнтĕ. Урамсенех илер. Хăйăр, вак чул сапса тикĕсленĕскерсене халĕ кирек мĕнле çанталăкра та кĕрсе тухма пулать.

Тĕрĕссипе, Геннадий Дмитриевичăн команди паян – ял поселенийĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем, депутатсем, активистсем – вырăнти инфраструктурăна аталантарассипе çине тăрса тимлет. Хушма хуçалăхра ĕçлес, çĕр пайĕпе уйрăлса тухас, хăйсен ĕçне пуçарас текенсене яланах пулăшма хатĕр. Халăха çĕнĕ йышăнусемпе, саккунсемпе вăхăтра паллаштарассине ырă йăлана кĕртнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ тĕрлĕ субсидисене Пăртас тăрăхĕнче пурăнакансем чылаййăн тата чи малтан тивĕçеççĕ.

Тепĕр тĕслĕхе те асăнмасăр иртме çук. 2010 çулхи шăрăх çанталăкра нумай çĕрте шывсăр аптăранă вăхăтра пăртассем ку ыйтăва çивĕч тÿсмерĕç. Маларахри çул тунă пĕвесем яла пушартан та сыхласа хăварма май панă. Садовăй, Урожайнăй, Чăваш ен 50 çулта, Чукун çул урамĕсенчи шыв управĕсене бюджет укçипе пĕвеленĕ пулсан поселени кĕсйи самаях çÿхелетчĕ. Пуçарăвне ырламалла – çулсене хăпартма уйран-çырмаран мар, çĕнĕ пĕвесем вырăнĕнчен турттарма йышăннă. Малашлăха пăхакан ыранхи куншăн паянах шутлать çав.

Пăртас ял поселенийĕ кăçал комплекслă застройка проекчĕн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Патшалăх уйăракан укçа-тенкĕпе Çарăклăри культура çуртне, Пăртасри шкула юсама палăртнă.

Çапах та Пăртас тăрăхĕнче те ыйтусем çук мар. Чи çивĕччи – ялта культура çурчĕ çукки. Кашни пухура, кашни тĕл пулура хускатаççĕ чĕрери ыратăвне пăртассем. Пуçлăх шанать – 100 çын вырнаçмалăх çĕнĕ клуб кĕçех районти чи пысăк ялăн та пулĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика