Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сире тата ачăрсем валли

00:00 11 апреля 2012 г.

Раççей Писательсен союзĕн членĕн Светлана Гордееван «Хаваслă карусель» ятпа тинтерех çĕнĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Унта кĕçĕннисем валли вырăсла тата вĕсен чăвашла куçарнă сăввисем вырăн тупнă.

Ку – çамрăк автор пултаруллă куçаруçăпа, пирĕн ентешпе, Хăмăшра çуралса ÿснĕ Валерий Кошкинпа кăларнă виççĕмĕш кĕнеке. Пĕрремĕшĕ – «Тĕлĕнтермĕшсен тĕнчи» – 2008 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăскер, «Ачасен сăввисем» номинацире «Çулталăкри чи вулакан кĕнеке» конкурсра çĕнтернĕччĕ. Иккĕмĕшне – «Аван-и, пурнăç юхан шывĕ;» сăвăсен пуххине («Новое время» кăларнă) – вулакансем çеç мар, литература критикĕсем те лайăхпа хакланă.

Авторпа куçаруçă студентсемпе, шкул ачисемпе тĕл пулусем чылай ирттернĕ, вăл шутра – Вăрнар районĕнче те.

Çĕнĕ кĕнекери сăвăсем çăмăллăн вуланнипе, илемлĕн янăранипе тыткăнлаççĕ, вĕсем ырă, туслă пулма чĕнеççĕ. Кĕнекене Татьяна Немцева художник илемлетнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика