00:00 27 марта 2012 г.
Март пуçламăшĕнче районта «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ старт илчĕ. Ун йĕркипе пухăнакан укçа-тенкĕ социаллă хÿтлĕхсĕр ачасене пулăшма каять.
Пирĕн районта 183 инвалид-ача, 145 тăлăх тата ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă ача шутланать. 192 ача пурнăç йывăрлăхĕнче. Иртнĕ çул асăннă акципе пухăннă 200 пине яхăн тенке нумай ачаллă тата тупăш сахал илекен çемьесенчи ачасене вĕри апат çитерме янă. Кăçал та пулăшăва çак тĕллевпех усă курма палăртнă.
Вăрнар район администрацийĕ предприяти-организаци ертÿçисене, уйрăм çынсене ырă ĕçе хутшăнма чĕнет. Сирĕн уçă кăмăл, чĕре ăшши хÿтлĕх кĕтекен ачасен пурнăçне çутăрах, телейлĕрех тăвĕ. Ырă туни ырăпах таврăнĕ.
Расчётный счёт № 40703810075220160067 в отделении № 8613 Сбербанка России г. Чебоксары, БИК 049706609, к/с 30101810300000000609, ИНН 2128005408, КПП 213001001. Получатель ЧРО ООБФ «Российский детский фонд». Назначение платежа: благотворительный взнос в марафон «Именем детства, во имя детства».