00:00 06 марта 2012 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ асра юлмалла иртрĕ. Владимир Путин ытти кандидатсен пĕрлехи сассинчен икĕ хут ытларах сасă пухса çĕнтерчĕ
Раççей Тĕп суйлав комиссийĕн ĕнерхи кун тĕлнехи даннăйĕсем тăрăх, В.Путиншăн 45.109 пин çын (63,75%) хăйсен сассисене пани паллă. Г.Зюганов – 12.166 пин (17,19%), М.Прохоров – 5.536 пин (7,98%), В.Жириновский – 4.409 пин (6,23%), С.Миронов 2.24 пин (3,85%) сасă пухнă.
Чăваш енри суйлав кăтартăвĕсем çапла. Пĕтĕмĕшле суйлав участокĕсене 703 пин те 31 çын килнĕ (73,65%). В.Путиншăн списока кĕртнĕ çынсен 62,32%, Г.Зюгановшăн – 20,58%, В.Жириновскишĕн – 5,65%, М.Прохоровшăн – 5,52%, С.Мироновшăн 4,44%сасăланă.
Вăрнар районĕнче мартăн 4-мĕшĕнче 56 суйлав участокĕ ĕçленĕ, суйлава пĕтĕмпе 19 пин те 914 çын (86,95%) хутшăннă. Уйрăмах çĕн-хирпуçсем тата хурăнсур-çармăссем хастар пулнă – 100 проценчĕпех çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă. Кульцавра тата Шĕнер Ишекре суйлавçăсен 99: суйлав участокĕсене килнĕ.
Район территорийĕнчи суйлав комиссийĕн даннăйĕсем тăрăх, Владимир Путиншăн суйлавçăсен 67,54%, Геннадий Зюгановшăн 17,09%, Владимир Жириновскишĕн 5,44%, Сергей Мироновшăн 4,46%, Михаил Прохоровшăн 3,63% хăйсен сассисене панă.
«Эпир паян суйлавçăсен пысăк пайĕн пулăшăвĕпе çĕнтерме пултартăмăр. Таса, уçă кĕрешÿре мала тухрăмăр», – терĕ тÿрĕ эфирта РФ премьер-министрĕ, Раççей Президенчĕн кандидачĕ В.Путин Мускавра вырсарни кун иртнĕ митингра уншăн сасăланă мĕнпур çуйлавçăна тав туса.
Çак кун районта çавăн пекех депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсен хушма суйлавĕ те иртнĕ. Калинино ял поселенийĕпе пуринчен ытла сасă пухса «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн социаллă тивĕçтерÿсен управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров, Ярмушка ял поселенийĕпе «Вурнарыдорстрой» АУО-н генеральнăй директорĕ Ольга Куликова çĕнтернĕ.