00:00 29 февраля 2012 г.
Хаваслă шÿтпе, юрă-кĕвĕпе, тĕрлĕ ăмăртупа, тутлă икерчĕпе ăсатрĕç Вăрнарта хĕле
Сивĕ хĕл çуркуннепе кунĕпех тавлашса вăй виçрĕ пулин те халăха хăратаймарĕ – тĕп площаде çынсем самаях пухăнчĕç. Районти культура çурчĕсен коллективĕсен илемлĕ кĕввисем аякка юхрĕç. Пухăннисем поселенисем хушшинчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ конкурссене хутшăнса савăнчĕç.
Почтамт çумĕнче йĕркеленĕ спорт площадкинче те савăк кăмăл хуçаланчĕ. Сывă пурнăç йĕркин тусĕсем тĕл перессипе, канат туртассипе, алă вăйне виçессипе, михĕ тăхăнса сикессипе, çунашкапа ярăнассипе, шăчăпа утассипе, кире пуканĕ йăтассипе тупăшрĕç. Ăмăртусене «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем те хутшăнчĕç, чылай тĕсре малти вырăнсене тухрĕç.