00:00 29 февраля 2012 г.
Вăрнарти «Химик-Август» ачасен футбол команди Хусан хулин уçă первенствинче бронза призер пулса тăнă
Ачасем республика тулашĕнче пĕрремĕш хут вылямаççĕ. Пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри спартакиадăна та хутшăннăччĕ.
Ку турнирăн иртнĕ çул вĕçĕнче пуçланнă тĕп вăййисенче (1998 çулта çуралнисем) тÿрех хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Хусан хулин 3-мĕш спорт шкулĕн командине 4:2, «Локомотив» командăна 4:0 шутпа парăнтарнă, пĕр тĕл пулу – «Приволжанинпа» – никам çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ. Икĕ вăйăра выляса янă.
Финалăн 1Ÿ4 пайĕнче «Химик-Августпа» «Лаишево» спорт шкулĕн командисем хушшинчи вăйă 3:1 шутпа вĕçленнĕ. Шел, çурма финалта вăрнарсем çак шутпах выляса янă.
Апла пулин те 3-мĕшпе 4-мĕш вырăншăн пынă татса паракан вăйăра «Химик-Август» хăй вăйлăрах пулнине ĕнентерме пултарнах – «Тасма» командăна 2:1 шутпа çĕнтерсе вăл виççĕмĕш вырăн йышăннă. Мечĕксене Александр Малов тата Кирилл Павлов тапса кĕртнĕ.
Аса илтерме, Хусан хулин уçă первенствине пĕтĕмпе 12 команда хутшăннă. «Химик-Августсăр» пуçне ыттисем пурте – Тутарстан Республикин командисем. Çамрăк футболистсене, çавăн пекех Александр Строганов тренера, команда начальникне Евгений Захарова çитĕнÿпе саламлатпăр.