Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван çĕршывшăн кашни çын яваплă!

00:00 22 февраля 2012 г.

Çак туйăмсем ачасен чунĕсенче уява уçнă самантра уйрăмах вăйланчĕç. Арçын ачасем çеç мар, хĕрачасем те кăкăр тулли медальлĕ, формăллă çар çыннисем çине ăмсанса пăхрĕç.

Хăнасен – район администрацийĕн пуçлăхĕн Леонид Николаевăн, Чăваш ен офицерĕсен Мускаври «Сыны Отечества» обществăлла пĕрлешÿ представителĕн Эрик Васильев полковникăн, медицина наукисен докторĕн, профессорăн, медицина службин полковникĕн Юрий Михайловăн, ыттисен – саламĕсенче «чыс», «тивĕç», «сывлăх» сăмахсем, Тăван çĕршыва юратма чĕнни çине-çинех янăрарĕç.

Уявăн тĕп шăнăрĕ, паллах, çар-спорт тупăшăвĕсенче пулчĕ. Районти шкулсен 16 командинчен уйрăм тĕссенче Хапăсри, Калининăри, Вăрманкасри, Пăртасри, Вăрман Кипекри, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Кÿстÿмĕрти, Аçăмçырминчи шкулсенче вĕренекенсем çĕнтерÿçĕсен йышне кĕчĕç. Программăпа вĕсем турник çинче туртăнчĕç, алă вăйне виçрĕç, канат туртрĕç, суранланнă çынна пирвайхи пулăшу пачĕç, çар-патриотизм юррисене юрларĕç, Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен историйĕпе çыхăннă ыйтусене хуравларĕç. Пĕтĕмĕшле кăтартупа чи маттуррисем Хапăсри вăтам шкулта вĕренекенсем пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсем кашниех хаклă парнене – цифрăллă фотоаппаратсене – тивĕçрĕç.

Запасри пограничниксем шкул ачисене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе активлă хутшăнаççĕ. Анчах кунашкал уява район шайĕпе ирттерменччĕ-ха. Мероприяти вăхăтĕнче ăна пуçаракансенчен пĕринпе – воин-пограничникпа, запасри офицерпа, Раççей халăха вĕрентес ĕç отличникĕпе, ĕç ветеранĕпе Юрий НИКИФОРОВПА калаçма тÿр килчĕ.

– Юрий Анатольевич, çар-спорт уявне йĕркелес шухăш ăнсăртран çуралман ĕнтĕ сирĕн;

– Тĕрĕсех. Педагог пулнă май, мана çитĕнекен ăруран патриотсем çитĕнтересси яланах канăçсăрлантарнă. Общество членĕсем те çакна хăйсен тĕп ĕçĕ тесе шутлаççĕ. Халиччен, чăн та, ачасем валли паянхи евĕр мероприяти йĕркелеме май килменччĕ. Хамăр эпир Пограничник кунĕнче пухăнса чикĕре службăра тăнă вăхăтра пуçĕсене хунă салтаксен вил тăприйĕ çине çулсеренех чечексем хуратпăр, марш ирттеретпĕр. Тĕллевлĕ шухăш пĕр ларура çуралчĕ, датине Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн палăртрăмăр. Укçа-тенкĕ ыйтăвне, паллах, «çĕлĕк мелĕпе» татма тиврĕ, анчах та пулăшма хирĕçлекенсем пулманни çав тери савăнтарчĕ.

– Эппин, районта сирĕн пек патриотсем сахал мар;..

– Укçа-тенкĕпе унчченхи пограничниксем – «Попутчик» тулли мар яваплă общество ертÿçи Александр Петров, застава начальникĕ Олег Николаев, районти çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Александр Михайлов – çеç мар, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Владимир Свешников, почта çыхăнăвĕн Вăрнарти уйрăмĕн ертÿçи Геннадий Никитин, «Август» Фирмăн логистика пайĕн пуçлăхĕ Петр Кудряшов, Кив Шуртанти Николай Иванов фермер чылай пулăшрĕç. Унсăр пуçне ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн коллективне пысăк тав сăмахĕ каламалла.

– Вулакансене хăвăр организаципе кĕскен паллаштарни аван пулмалла...

– Пирĕн организаци нумай çул ĕçлет ĕнтĕ. Кирек мĕнле обществăлла пĕрлешÿ те лидерпа вăйлă, пирĕн те çакнашкал ертÿçĕ пур. Вăл – пуян шухăшлă, пултаруллă воин- пограничник, Вăрнарти ачасен ÿнер шкулĕн преподавателĕ, музыка инструменчĕсен маçтăрĕ Владимир Антонович Михайлов.

Чикĕре службăра тăни каччăсенче чылай пахалăхлă енсене çирĕплетет. Вĕсем чăн-чăн арçынсем пулса тăраççĕ, Тăван çĕршывшăн яваплăха вăйлă туяççĕ. Çартан таврăнсан та çак туйăм вĕсенче сÿнмест – пограничниксем кирек мĕнле йывăр ĕçрен те хăраса тăмаççĕ. Ахальтен мар пирĕн девиз та пуçаруллă: «Эпир мар пулсан, кам;..»

Уяв чăннипех те ăнăçрĕ. Кашни саманчĕ патриотлăх туйăмĕпе тулчĕ: Калининăри вăтам шкулти çамрăк пограничниксен отрячĕн (çÿлерех асăннă организаци шефа илнĕ) литмонтажĕ, Дагестанра службăра тăнă вăхăтра пуçне хунă Руслан Желудкин подполковника, Канаш район каччине, асăнса ÿкернĕ «Татăлнă ĕмĕт» фильм, паттăрла вилĕмпе вилнĕ салтак амăшĕн Александра Желудкинан сăмахĕсем... Чи пĕлтерĕшли – запасри пограничниксем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе, туслăхĕпе, пуçарăвĕпе хĕрсемпе каччăсен чĕрисене паха шухăшпа чĕртме пултарни: Тăван çĕршывшăн кашни çын яваплă!

С.Чикмякова

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика