00:00 23 января 2012 г.
Петр Петрович Хусанкай (Петр Петрович Казанков) 1907 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Элкел районĕнчи Сиктĕрме ялĕнче çуралнă.
1915 – 1923 çулсенче икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ хыççăн Хусанти чăваш педтехникумĕнче пĕлÿ пухнă. Анчах та ăна пĕтермесĕрех Шупашкара куçса килнĕ.
Пĕрремĕш сăввисем 1924 çулта «Сунтал» журналта пичетленнĕ. 1925 – 1926 çулсенче – «Сунтал» журналăн редакцийĕнче секретарь-куçаруçă, литература консультанчĕ. ЧР юстицин халăх комитечĕн тăлмачи, Ашхабад хулинче переписчик, статистик пулнă. Çак тапхăрта литература ĕçĕпе те тимленĕ, тĕрлĕ халăхсен культурипе, йăли-йĕркипе паллашнă, чĕлхесем вĕреннĕ.
1927 – 1930 çулта Петĕр Хусанкай Хусанта Хĕвелтухăç халăхĕсен педагогика институтĕнче пĕлÿ пухнă.
1928 çулта çуркунне унăн пĕрремĕш кĕнеки «Уяртсан» пичетленнĕ. 1930 çулта Петр Петрович Мускава куçнă, «Коммунар» хаçатăн корреспондентĕнче тăрăшнă.
1938 çулта Хусанкая националист тесе айăплаççĕ, арестлесе тĕрмене хупаççĕ. Тепĕр çултан айăп çуккине палăртса ăна реабилитацилеççĕ.
1941 – 1945 çç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Малтан ахаль салтак, каярахпа лейтенант, аслă лейтенант, дивизин политуйрăмĕн инструкторĕ, «За Родину», «Сталинец» хаçатсен редакцийĕсен сотрудникĕ пулнă. Петĕр Хусанкай вăрçă темипе çырнă сăввисене тата очеркĕсене «А.Сувар» псевдонимпа пичетленĕ. 1944 çулта йывăр аманнă. Сывалнă хыççăн Чăваш патшалăх театр искусствин чăваш студийĕнче куçаруçă пулса тимленĕ.
1950–1960 çулсенче Петр Петрович ют çĕршыв тăрăх нумай çÿренĕ, пушă вăхăтра кĕнекесем пичетленĕ, тĕрлĕ поэтсен хайлавĕсене куçарнă.
Хусанкай чăваш çыравçисен «Канаш» Союзĕн членĕ, СССР Писательсен союзĕн членĕ, Республикăри мире хÿтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комитечĕн Президиумĕн членĕ, Пĕтĕм Союзри миршĕн кĕрешекенсен виççĕмĕш конференцийĕн делегачĕ пулнă.
Петĕр Хусанкай халăх ĕçне хастар хутшăннă. Вăл Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ, Чăваш Писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ, РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕ, писательсен Европа пĕрлешĕвĕн членĕ пулнă.
Литературăра пысăк ÿсĕмсем тунăшăн Петр Петровича 1950 çулта чăваш халăх поэчĕ ятне панă. Вăл – Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши премийĕсен лауреачĕ. 1967 çулта Хусанкай ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.
Тăван çĕршыв умĕнчи паллă ĕçсемшĕн Хĕрлĕ Çăлтăр, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе, «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе чысланă. Петр Петрович нумай кĕнеке кăларнă, вырăс тата ют çĕршывсенчи классиксен хайлавĕсене чăвашла, чăваш поэчĕсен сăвви-поэмисене вырăсла куçарнă. Хусанкай сăввисем тăрăх чăваш композиторĕсем юрăсем хывнă.
1970 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Петĕр Хусанкай вилнĕ.
Халăх поэчĕн ятне тăван салине, Шупашкар хулин Калинин районĕнчи урама тата Культура керменне панă. Ленин проспектĕнчи 38-мĕш çуртра Петр Петрович юлашки 10 çул пурăннă. Çавна май çак вырăнта мемориал хăмине çирĕплетнĕ. Петĕр Петрович Хусанкай вил тăприйĕ çинче палăк лартнă.
2002 çулта Тутарстан Республикин Сиктĕрме ялĕнче чăваш халăх поэчĕн тата обществăлла деятелĕн Петĕр Хусанкайăн музейне уçнă. Кунта унăн япалисем тата хайлавсен оригиналĕсем упранаççĕ. 2006 çулта Шупашкарта Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕ умĕнчи скверта халăх поэчĕн палăкне уçнă.
Чăваш Республикин хальхи историйĕн патшалăх архивĕ Хусанкай архивĕнчи документсемпе 2008 çулта пуянланнă.