00:00 23 января 2012 г.
2012 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче «Известия» хаçатра В. В. Путинăн «Эпир вăй-хал пухакан Раççей ыйтăвĕсене хуравлама тивĕç» ( «Россия сосредотачивается – вызовы, на которые мы должны ответить») статйи пичетленчĕ. Эпир унăн тĕп тезисĕсене илсе паратпăр. Статьян тулли текстне http//putin2012.ru сайтра вулама пулать.
Статьяра каланă тăрăх, В. В. Путин анлăн сÿтсе явма пĕлтерĕшлĕ хăш-пĕр ыйтусем тăрăх хăйĕн вырăнне кăтартмалла тесе шутлать – Раççей мĕнле рессурсене пула хăйĕн вырăнне вăйлатма тата стабиллĕ аталанупа тивĕçтерме пултарĕ: «Çитменнине тата унăн аталанусăрлăхпа пĕр пекки пулмалла мар. Мĕншĕн тесен паянхи тĕнчере стабиллĕх вăл – пуянлăх. Ăна улшăнусем патне уçăмлăх тата çывхарса çитнĕ, шухăшласа тунă реформăсем ирттерме хатĕр пулнине кăтартса çине тăрса ĕçленипе кăна тивĕçме пулать».
Раççейĕн историре пĕрмаях тепĕр хут пулса пыракан ыйту вăл – унăн элитин пĕр пайĕ йĕркеллĕ аталану вырăнне революци патне туртăнни. Çав вăхăтрах, Раççей опычĕ кăна мар, мĕн пур тĕнче опычĕ те историллĕ туртăмсем – мала сиксе ÿкни тата пĕтĕçтерÿсĕр сирпĕтсе антарни япăх витĕм кÿнине кăтартса парать.
Чăн-чăн демократи политикăна халăхăн ытларах пайĕ йышăнмасăр, çак ытларах пайĕн интересĕсене шута илмесĕр пулма пултараймасть. Çапла обществăн ытларах пайне янăравлă лозунгсемпе кĕске вăхăтлăха илĕртме пулать; анчах, енчен те кайран çынсем хăйсене пуласлăхра кураймаççĕ пулсан, вĕсем политикăран тата обществăлла задачăсенчен нумайччен пăрăнĕç. Кун пекки пирĕн историре пĕрре мар пулса иртнĕ.
Пуласлăх, приоритетсем, вăрăм сроклă суйлав, наци аталанăвĕ, наци малашлăхĕ çинчен калакан анлă диалог кирлĕ. Çак статья – çакăн йышши диалог патне пыма чĕнни, çырать премьер.
Раççей паян экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн тĕп виçисемпе социализмăн тоталитарлă моделĕ арканнă тата Совет Союзĕ саланнă хыççăн пулса тăнă кризисран тухрĕ, палăртать В. В. Путин.
Юлашки 10 çул хушшинче çынсен самаях пысăк сийĕ йĕркеленчĕ. Хĕвел анăçĕнче вĕсене вăтам класс йышне кĕртеççĕ: «Вĕсен, ялан тенĕ пекех, пĕлÿ шайĕ кандидатсене «чĕрепе» мар, шухăшласа суйлама май парать. Пĕр сăмахпа каласан, вăтам класс тĕрлĕ енсенче хăйĕн ыйтăвĕсене палăртма тытăнчĕ.»
«Раççйĕн тĕп шанчăкĕ – халăхăн, чи малтанах, пирĕн çамрăксен пĕлÿ шайĕ пысăк пулни. Раççейĕн тĕп чĕнĕвĕ – пирĕн çамрăк ăрăвăн «пĕлÿ драйвĕпе» усă курма вĕренесси, çĕршыва экономика ÿсĕмĕпе, çирĕп аталанăвĕпе тивĕçтерме вăтам класăн пысăк ыйтăвĕсене тата вăл хăйĕн ырлăхĕшĕн явап тытма хатĕр пулнине явăçтарасси», - палăртать премьер, «Çĕнĕ экономикăна пĕлÿллĕ тата яваплă çынсем валли йĕркелемелле. Вĕсен кашни ипостасĕнче – профессионалсен, предпринимательсен е потребительсен... Çавăнпа пĕлÿ шайĕ пысăк çынсем валли çĕнĕ, пысăк технологиллĕ, лайăх укçа тÿлекен 25 миллион ĕç вырăнĕ туса хуни – вăл илемлĕ сăмахсем мар.
Чи малтанах, çынсен лайăх улшăнусене туймалла – тата, чи пĕрремĕшĕнчен, хăйсен майĕсене анлăлатса пыни урлă.
Анчах ÿсĕмĕн двигателĕ шăпах граждансен пуçарăвĕ пулмалла тата пулĕ те. Енчен те чиновниксен тата чикĕленĕ инвесторсемпе патшалăх компанийĕсен решенийĕсем çине кăна шансан, эпир пĕлсе тăрсах выляса ярăпăр».
Çĕршыв умĕнче тата тепĕр чĕнÿ тăрать, палăртать В. В. Путин. Ырă тăвассин килĕшĕвĕпе усси çинчен калакан пĕрлехи сăмахсенче çынсем пĕр-пĕрне шанассин çителĕксĕр шайĕ, обществăлла ĕçсемпе ĕçлес, ыттисемшĕн тăрăшас килменни, уйрăм интерессем çийĕн хăпарма пĕлменни курăнать... Анчах кунта та юлашки çулсенче лару-тăру майĕпен улшăнма тытăнчĕ, тесе çырнă статьяра: «Граждансем влаçсем умне тĕрĕс требованисем лартаççĕ кăна мар, кулленхи, анчах питĕ кирлĕ нумай ĕçсене хăйсем пурнăçлама пикенеççĕ. 2012 çултанпа патшалăх çакăн йышши пуçарусене пулăшма тытăнĕ...»
Ирĕклĕ çынсен обществи – пĕччен, хăйсемшĕн тăрăшакан эгоистсен, пĕрлехи ырлăхшăн тăрăшман сÿрĕк çынсен ушкăнĕ мар. Эпир нихăçан та çавăн пек ушкăн пулман, пулмастпăр та. Уйрăм çын ирĕклĕхĕ, енчен те эсĕ ыттисене асра тытатăн тата вĕсем çинчен шухăшлатăн пулсан, тухăçлă. Кăмăл-сипет никĕсĕ çук пулсан, ирĕклĕх пуçтахлану пулса тăрать.
Çынсем пĕр-пĕрне шанасси общество пĕрлехи хаклăхпа пĕтĕçсен тата çынсем шанма пăрахман, тĕрĕслĕх, тÿрĕ кăмăллăх туйăмне çухатман пулсан кăна йĕркеленет. Закона вара ăна пурте пăхăнсан тата унăн никĕсĕнче тĕрĕслĕх пулсан кăна хисеплеме тытăнаççĕ.
Раççейре паянхи обществăпа килĕшсе тăракан социаллă мобиллĕхĕн, социаллă лифтсен системине тулли калăпăшпа йĕркелемелле. Пирĕн рынок экономикин социаллă пурнăç тĕлĕшĕпе ырă мар пулăмĕсене тата вăл çуратакан танмарлăха шайлаштарма вĕренмелле.
2008 çулта пуçланнă тĕнче кризисĕ пурне те пырса тиврĕ, палăртать В. В. Путин. «Çивĕч ыйтусен сăлтавĕ – пухăнса пынă шайлашусăрлăхсенче. Парăмсене тытса тăмасăр ÿстерсе пырасси, парăмсемпе тата пуласлăха чăн-чăн мар виртуаллă хаклăхсемпе активсемпе пĕтересси çинче йĕркеленĕ модель пăчланчĕ. Халĕ нумайăшĕшĕн çакă уçăмлă пулса тăрать: «ют çын тарĕпе» пурăннă патшалăхсен самани вĕçленсе пырать.
Никам та мĕнле ĕçленинчен лайăхрах пурăнаймасть. Çак требовани Раççее те пырса тивет. Эпир «пушă сăмахсемпе» выляман. Пирĕн экономика политикине шухăшласа тата асăрханса йĕркеленĕ. Нумайăшĕ, уйрăмах оппозицире тăракансем, пире нефть сутса тунă тупăша хăвăртрах тăкаклама сĕнчĕç. Енчен те эпир популистсен сăмахĕсем хыççăн кайнă пулсан çав пенсисемпех мĕн пулса тухнă пулĕччĕ;
Шел пулин те, популизмла риторика парламент суйлавĕсем енĕпе иртнĕ тапхăрта та янăрарĕ, тенĕ статьяра: «Ахăртнех, ăна эпир президент суйлавĕн тапхăрĕ пынă чухне те, пĕлсе тăрсах çĕнтерĕве шанман, çавна пула пурнăçлама кирлĕ мар шантарусене хăюллăн паракан çынсенчен илтĕпĕр».
90-мĕш çулсенче çĕршыв саланупа деградацин, социаллă пурнăçри нумай çухатусен шокне тÿссе ирттерчĕ. Çак лару-тăрура патшалăх тоталлă вăйсăрланассине сирсе яма май пулман. Эпир чăннипех хăрушлăх патне çитсе тăтăмăр, çырать премьер. Çав шăтăкран тухма питĕ пысăк вăй хывма, мĕн пур ресурссене мобилизацилеме тиврĕ.
Ура çине тăрас тапхăр иртрĕ. Малалла кайма сăлтавсене йăлтах туса хунă – çĕнĕ никĕс çинче тата çĕнĕ пахалăхпа. Çитменнине тата йывăр, хăтлă мар тулашри политикăпа экономика условийĕсенче. Çав вăхăтра каяллла таврăнма çук глобаллă трансформаци пирĕншĕн питĕ пысăк шанăç пулса тăрать, палăртать В. В. Путин:
«Çавăнпа эпĕ 2012 çулта Раççей Президенчĕ пулма мĕншĕн килĕшни çинчен тепĕр хут каласшăн. Хамăрăн пуласлăхри задачăна наци аталанăвĕн çулĕнчен пире малалла утма чăрмантараканнине сирсе ывăтассинче куратăп.
Раççей чĕнÿсем умĕнчен каялла чакакан çĕршыв мар. Раççей пуçтарăнать, вăй пухать – тата кирек епле чĕнÿсене хирĕç тивĕçлĕ хурав парать. Йывăрлăхсене яланах çĕнтерет. Пирĕн творчествăлла тата яваплă çынсен çĕнĕ ăрăвĕ ÿссе çитрĕ. Вĕсем пуласлăха кураççĕ. Вĕсем предприятисене тата пĕтĕм отрасльсене, правительство учрежденийĕсене тата пĕтĕм çĕршыва ертсе пыма килеççĕ ĕнтĕ тата, паллах, малашне те килсе тăрĕç.
Çывăх эрнесенче çак тĕлĕшпе обществăна сÿтсе явма конкретлăрах шухăшсене тăратăп».