00:00 02 ноября 2011 г.
Чирлисен канăвне интереслĕ йĕркелесси, пушă вăхăтне усăллă ирттерме пулăшасси сиплев ĕçĕнче питĕ пĕлтерĕшлĕ, теççĕ Калининăри психикăпа неврологи интерначĕн ĕçченĕсем. Çакăнпа килĕшмесĕр май çук, чирлĕ çынна ăшă сăмах та, таврари илем те, искусство та, ытти те хăйсене лайăх туйма пулăшать. Çакна тĕпе хурса интернатра тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Экскурсисем, калаçу-лекцисем, концерт-уявсем, походсем – кунта сипленекен-пурăнакансен тунсăхлама вăхăт çук.
Ку эрнере акă вĕсем Шупашкарта экскурсире пулнă. Чи малтанах калининăсем краеведени музейне çитсе курнă. Кунти экспонатсемпе кăмăлласах паллашнă. Çĕнтерÿ паркĕнче, тĕп хуламăрти чи илемлĕ вырăнта – залив хĕрринче – уçăлса çÿрени пурне те килĕшнĕ.
И.ЯКОВЛЕВА.