00:00 26 октября 2011 г.
Чăваш енри Шалти ĕçсен министерствин информацийĕ тăрăх, иртнĕ эрне кун «Шупашкар – Сурское» автоçул çинче ВАЗ-2115 автомобиль Mercedes маршруткăпа çапăннă. Аварире ВАЗ-2115 водителĕ тата пассажирĕ вилнĕ. Инкек сăлтавĕ – ку машинăн водителĕ руле чараймасăр хирĕç çул çине тухни.
Иртнĕ тунти кун Шупашкар–Сурское автоçул çинче 29-ти водитель 54-ри арçынна таптанă. Инкек каçхине 19 сехетре Хăмăш ялĕ çывăхĕнче пулса иртнĕ. ВАЗ-2131 машинăпа пыракан водитель çуран çÿрекенсем каçмалли вырăнта транспорта тытса чарайман, арçын çине кĕрсе кайнă. Çуран пыракан суранланнă пирки инкек вырăнĕнчех вилнĕ.
Унчченхи кун та Шупашкар – Сурское çул çинчех авари çырăннă, Калинино салине кĕнĕ чух икĕ машина çапăннă. Шупашкар енчен килекен Лада-Калина водителĕ «Хăрушă çул кукăрĕ» паллă пур вырăнта хирĕç çул çине тухнă, ВАЗ-2107 машинăпа пырса çапăннă. Çакăн хыççăн водительсене тата тепĕр пассажира медицина пулăшăвĕ пама Вăрнарти тĕп больницăна леçнĕ.
Криминаллă хроника
Ялсенче пушă ларакан çуртсене вăрăсем тустарни сайра мар. Кил хуçисем хушăран кăна килсе çÿренине пĕлсе вĕсем çуртсенчи пурлăха, савăт-сапана, ытти япалана ирĕклĕнех йăкăртса тухаççĕ.
Октябрĕн 9–17-мĕшĕсенчи тапхăрта акă Шуркасси Ишекри пушă çурта чÿрече рамине илсе кĕнĕ. Пÿртре хаклă япаласем пулман, вăрăн пушă алăпах тухма тивнĕ. Етруккасси Мăрат ялĕнче пĕр çуртра вăрттăн ухтаракансем хуран тата çĕçĕсем илсе тухнă. Пÿрте вĕсем çенĕкри икĕ хăмана хăйпăтса кĕнĕ. Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем хайхискерсене «вĕри йĕрпе» хăвăрт палăртнă.
Тунти кун 7 сехетре Вăрнарта пĕр общежити туалетĕнче вун улттăри çамрăк виллине тупнă. Вăл çакăнса вилни паллă. Çамрăка мĕн пурнăçран уйрăлма хистенине уçса парассипе йĕрке хуралçисем ĕçлеççĕ.
Октябрĕн 15-мĕшĕнче кăнтăр кунĕнче уйран «Газель» машинăпа 450 килограмм таякан вăкăра тиесе кайнă. Вăл Малтикас Ялтăра ялĕнчен 300 метр аяккарах кăкарăнчăкра тăнă пулнă.
Вăрнарта универмаг çывăхĕнче хăварнă скутера хăваласа тарнă. Анчах çак киревсĕр ĕçе тунă çамрăк ют транспортпа нумаях ярăнса çÿреймен. Шалти ĕçсен пайĕн «Шырав» ушкăнĕ ăна, вăрланă скутерпа пыраканскере, хăвăрт тытса чарнă.
Унчченхи каçхине районти пĕр хуçалăхри ĕне витинчен вăкăрпа тына çухалнă. Выльăхсене çавăтса кайнă çынсене тупассипе полици сотрудникĕсем шырав ĕçĕсем ирттереççĕ.
И.ПЕТРОВА.