Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пирĕн район та çĕнĕ саккунпа ĕçлеме тытăнĕ

00:00 26 октября 2011 г.

Çак уйăхра Анатолий Кузьминăн Вăрнар район пуçлăхĕн полномочийĕн срокĕ вĕçленчĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органне вăл 1998 çултанпа ăнăçлă ертсе пычĕ

Пуçлăха шаннă вăхăт шăпах экономика кризисĕпе пĕр вăхăта килнĕ пулин те Анатолий Иванович района сулмаклă аталану çулĕ çине илсе тухма пултарчĕ. Принципа тĕпе хуракан, пуринчен те, чи малтан – хăйĕнчен, çирĕп ыйтакан çын. Паян пирĕн район чылай кăтартупа – промышленноçра, ял хуçалăхĕнче, пĕчĕк бизнеса аталантарассипе, ытти социаллă программăсене пурнăçлассипе – республикăра ăнăçлă ĕçлет.

Çĕнĕ саккунпа малашне район пуçĕнче икĕ çын тăрĕ: район пуçлăхĕ тата район администрацийĕн ертÿçи е урăхла каласан – сити-менеджер. Влаçа саккун кăларакан тата ĕç тăвакан сыпăксене пайлас мелпе чи малтанах Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлеме пуçларĕç, хыççăн – ытти районсенче те. Пирĕн район кăна ку таранччен кивĕ системăпа ĕçленĕ. Мĕншĕн тесен Анатолий Кузьмин Уставпа килĕшÿллĕн пĕр вăхăтрах Вăрнар район пуçлăхĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пынă.

Федераллă саккунпа килĕ-шÿллĕн 2009 çулта Вăрнар район Уставне кĕртнĕ улшăнусемпе Вăрнар район пуçлăхне район депутачĕсен йышĕнчен суйлас йĕркене палăртнă. Вăл пĕлтĕртенпе вăя кĕнĕ.

Виçĕм кун депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. А.Кузьмин пуçлăх полномочийĕсене хунă май, депутатсем районăн чи пысăк должноçне йышăнма пĕр саслăн Пуху председательне Александр Николаевич Иванова суйланă.

Район администрацийĕн пуçлăхне е сити-менеджера конкурс тăрăх контрактпа çирĕплетеççĕ. Хальлĕхе вăхăтлăха ку тивĕçе район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ–йĕркелÿпе кадрсен ĕçĕсен тата юридици службин пайĕн пуçлăхĕ Николай Петров пурнăçласа пырать.

Сити-менеджерсем чи малтан АПШ-сенче «çуралнă», иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче анлă сарăлнă. Раççейре ертсе пыракан çак институт 2003 çулта, «РФ вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелес пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» саккунăн çĕнĕ редакцийĕ вăя кĕрсен, ĕçлеме тытăннă. Унта кĕртнĕ схема тăрăх, хула, нумаях пулмасть вара район администрацийĕсене те, кĕрĕшсе контрактпа йышăннă çын – сити-менеджер – ертсе пыма пултарнине палăртнă.

Администраци пуçлăхне (сити-менеджера) конкурспа суйласа лартакан, чи официаллă аслă должноçри çынна депутатсен хула е район Пухăвĕн депутачĕсен йышĕнчен кăларакан çак модель мĕн енчен лайăх-ха; Пĕрремĕшĕнчен, муниципаллă пĕрлĕх хуçалăхне политик мар, профессионал-управленец ертсе пырать. Унăн халăх хăйне тепĕр срока суйламас хăрушлăх çук. Çавăнпа та вăл экономикăна аталантарма тĕрлĕ мелсемпе усă курма пултарать. Иккĕмĕшĕнчен, сити-менеджера комисси конкурспа палăртать. Виççĕмĕшĕнчен, енчен те сити-менеджер контракт условийĕсене пурнăçламасан, ăна ĕçрен кăларма, çĕннине йышăнма çăмăлтарах. Влаçа улăштарасси уççăн пурнăçланса пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика