Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кашни ыйту тимлĕхре

00:00 23 сентября 2011 г.

Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче районта пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин яллă тăрăхсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Калаçу çакăн тек темăсем тавра пынă – «Чăваш Республикин 2011 çулхи бюджечĕ тата 2012–2013 çулсенче палăртни» Чăваш Республикин саккунне улшăнусем кĕртесси» саккуна пурнăçа кĕртесси, ял хуçалăх отраслĕнче ĕçсем мĕнле пыни, ял хуçалăх ярмăрккисене йĕркелесси, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Канашĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕсене ирттерме хатĕрленесси.

Чи малтанах ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тата район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин Кушар Юнтапана çитнĕ, «Юнтапа» кооперативра ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. Хуçалăх вăтам аграрлă предприятисен шутне кĕрет. 500 гектар çинчи тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене вăхăтра пухса кĕртнĕ. Çĕр улми кăларассипе ĕçсем пыраççĕ-ха. Сергей Владимирович Чăваш Республикин бюджечĕн тупăш пайĕ 1,1 млрд тенкĕлĕх ÿснине пĕлтернĕ. Çав суммăран 236 миллион тенкине пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарма, 114 млн тенкине «Çурт-йĕр» программăна пурнăçа кĕртме ярĕç. Хушма субсиди те – 467 млн тенкĕ –уйăраççĕ. Çак сумма «Таса шыв» программăна пурнăçлама кайĕ. Предпринимательлĕхе аталантарма шухăш тытнă ĕçлемен граждансене пулăшма хушма укçа тата 58 млн тенкĕ уйăрĕç.

Çавалкассенчен ытларахăшĕ Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра тăрăшать. Предприятире вăй хуракансем ял хуçалăх министрне сĕт хакне çирĕплетесси çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтнă. Ĕçлĕ ушкăн Пăваялĕнче те пулнă. Çынсем клуба газ кĕртме ыйтнă. Сергей Павлов министр пулăшма шантарнă, Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхне Сергей Волкова кирлĕ хутсем хатĕрлеме хушнă.

Пĕрлехи информаци кунĕнче ĕçлĕ ушкăн Вăрнарти типĕтнĕ сĕт заводне те çитсе курнă. Федор Волков директор каланă тăрăх, предприятин пурлăхпа техника базине çирĕплетме кăçал 68 млн тенкĕ хывнă. Сĕт продукцийĕ кăларакан цехра реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ. Кунта çĕнĕ оборудовани вырнаçтарсан продукцие 36 тĕслĕ кăларĕç. Ĕç кăтартăвĕсем начар мар. Хальхи вăхăтра заводра талăкра 7 тонна типĕ сĕт, 5 тонна услам çу кăлараççĕ. Продукцие Чăваш Республикинче кăна мар, Санкт-Петербург, Мускав, Самара, Чулхула хулисенче те хапăлласа туянаççĕ.

Çак кунах ял хуçалăх министрĕ Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари фермине çитнĕ, 1000 пуç ĕне вырнаçакан комплекса çĕклессипе ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă. Юрий Попов генеральнăй директор хуралтăн пĕр пайĕ кăçалхи чÿк уйăхĕнче хута каймаллине пĕлтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика