00:00 21 сентября 2011 г.
Çак ята паллă ентешĕмĕре Айкăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Раççей тава тивĕçлĕ художникне, чăваш халăх ÿнерçине, Чăваш Республикин наукăпа искусствăсен наци академийĕн чăн членне, Петр Егоров ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреатне, профессора Виталий Петрова (Праски Виттине) – унăн 75 çулхи юбилейĕ умĕн панă. Вăл Вăрнар районĕн чи пысăк награди шутланать. Ăна вăл истори тата культура пурлăхне сыхласа хăварассине пысăк тÿпе хывнăшăн тивĕçнĕ.