Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕненĕве çухатсан Раççее те çухатăпăр

00:00 14 сентября 2011 г.

Православи тĕнне ĕненекенсем тахçантанпа кĕтнĕ кун тинех çитрĕ – виçĕм кун Вăрнарти нумай асап тÿснĕ çветтуй Георгий Çĕнтерÿçĕ Чиркĕвĕн çĕнĕ çурчĕ уçăлчĕ

Вăрнар çийĕн ир-ирех янăравлă чан сасси сарăлчĕ, вăл пурне те пысăк савăнăçа пайлама йыхравларĕ. Çĕнĕ Чиркĕвĕн алăкĕсем Турра ĕненекенсемшĕн паллă кунра – Александр Невский çветтуй кнеç ÿтне Владимиртан Питĕре куçарнă кунра – уçăлчĕç.

Çĕнĕ Храма кĕрекенсенчен кашниех вăл мĕн тери хитрине тата пысăккине палăртрĕ. Çÿллĕ мачча ун аслăшне пушшех ÿстерет, урайĕ – мрамор плитасенчен, йывăçран илемлетсе касса ăсталанă иконостас, çветтуйсен сăнĕсем, тавраллах çутă... Чиркÿ юррисем мăнаçлăн та чаплăн янăраççĕ – пĕтĕм чун-чĕрене ырăлăх хумĕпе витереççĕ.

Районăн тĕн пурнăçĕн паллă пулăмĕнчен никамăн та юлас килмерĕ, ахăртнех, – Чиркÿ залĕ лăк тулчĕ, шала кĕрейменнисем çумăр çусах тăчĕ пулин те Аслă кĕлĕ вĕçлениччен те килĕсене саланмарĕç.

Çĕнĕ Чиркÿри пĕрремĕш Аслă кĕлĕне Шупашкар тата Чăваш ен митрополичĕ Варнава ирттерчĕ, вăлах Турă çуртне сăвапларĕ.

Вăрнарсемпе пĕрле вун тăватă çул кĕтнĕ савăнăçа республика Президенчĕ Михаил Игнатьев та пайларĕ. «Çак Храм Вăрнар поселокне, унпа çывăхра вырнаçнă ялсене илемлетет. Çак пулăм – питĕ пысăк уяв. Мĕншĕн тесен ĕненÿ пирĕн чунсене пуянлатать, пире пурне те туслăхра, килĕшÿре пурăнма, ырă ĕçсем ытларах тума хистет. Паянхи обществăна, уйрăмах çамрăк ăрăва, тĕн тата кăмăл-сипет воспитанийĕ питĕ кирлĕ, Чиркÿ вара çак тивĕçе чыслăн пурнăçлать. Çавăнпа та эпир паян храмсене сыхласа хăварассипе çеç мар, çĕннисене хута ярассипе те тимлетпĕр. Паянхи пулăм наци ăс-хакăл чĕрĕлĕвне малалла çул уçса пырасса шанатăп»,– терĕ вăл.

Аслă кĕлĕне, Чиркĕве сăваплас чина çавăн пекех район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин, Чăваш ен Президенчĕн советникĕ – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Юрий Попов, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ – «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников та хутшăнчĕç. Вĕсем чунсене усалран çăлакан çурта çĕклес ĕçе пĕчĕк мар тÿпе хывнă, халăха сăваплă ĕçе хутшăнма чĕннĕ, укçа-тенкĕпе пулăшнă. Вăрнар Чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте вĕсене тав туса çветтуй Георгий турăшĕсене парнелерĕ.

– Православи тĕнĕшĕн йывăр вăхăтсем иртрĕç. Анчах та телевидени, Интернет урлă шуйттан çав-çавах пирĕн чĕресене кĕрсе вырнаçасшăн. Енчен те эпир ĕненĕве çухатсен Раççее те çухатăпăр, çĕршыв паян ĕненÿ çинче тытăнса тăрать. Турăпа вара пур çĕрте те, яланах ырă,– Турра хисеплеме чĕнсе каларĕ Варнава, çак Чиркĕвĕн алăкĕсем уçăлассине хăвăртлатас ĕçре пирĕн пачăшкăн Александр Панзин протоиерейăн тÿпи çав тери сумлă пулнине асăнчĕ.

Чăн та, Александр атте тăрăшман, халăх чĕринче Чиркÿ кирлĕлĕхĕн туйăмне вăратман пулсан, эпир çак савăнăçлă пулăмпа киленмен те пулăттăмăр, строительство ĕçĕсем тата темиçе çула тăсăлнă пулĕччĕç. Уяв сăмахĕнче вăл Чиркĕве çĕклес ĕçе хутшăннă мĕн пур çынна тав турĕ. Паллах, йывăрлăхĕ те, тепĕр чухне хăш-пĕр çынсем, ертÿçĕсем енчен ăнланусăрлăх та пулнă. Тавах, çÿлти Турă пирĕн кĕлĕсене илтрĕ, тĕрĕс çул кăтартса пычĕ, савăнăçлă куна çывхартма пулăшрĕ.

«Мĕнрен пуçланать-ха Тăван çĕршыв; Пĕчĕк кÿлĕ хĕрринчи Чиркÿрен. Ырă ĕçсенчен. Турра кĕл тунинчен...» – Варнава пиллĕхне илнĕ май парне вырăнне шăрантарчĕç юрра Вырсарни шкулне çÿрекенсем...

Çĕнĕ Чиркÿ поселок, район пурнăçĕн тĕп компоненчĕсенчен пĕри пулса тăрĕ, вăл вĕсен аталанăвне çĕн варкăш кĕртĕ кăна мар, пирĕн чунсене усал шухăшсемпе киревсĕр ĕçсенчен çăлĕ, çылăхсенчен тасатĕ. Кунта кашни çыншăн чун сиплĕхне тупма алăксем уçă. Тавах Турра!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика