00:00 31 августа 2011 г.
Вĕрентÿ тытăмне модернизацилессипе çыхăннă «Вĕренÿ çинчен» федераллă саккун проекчĕ халăхра чылай ыйту çуратрĕ. Çĕнĕлĕх ача аталанăвĕ, педагогсен ĕç условийĕ çине мĕнлерех витĕм кÿрĕ; Çак тата ытти ыйтусем вĕрентекенсен августри канашлăвĕнче те тĕп вырăна тухрĕç.
Тĕп докладчик – район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов – çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕн шкулсен, ача сачĕсен, педагогсен тĕлĕшпе çав тери çирĕп требованисем пулнине палăртрĕ.
Саккун проектĕнче, чăн та, чылай улшăнăва пурнăçа кĕртме сĕннĕ. Вăл вĕрентĕвĕн мĕн пур шайне пырса тивет, вĕрентÿ программисемпе вĕренÿ формисене палăртать, экономика илĕртÿлĕхне ÿстерессине, вĕрентÿ ĕçченĕсене пур енчен пулăшассине шантарать.
Раççей законодательствинче шкул çулĕчченхи вĕрентĕве пуçласа уйрăм, хăй тĕллĕн шайпа палăртнă. Тĕп задачăсем çавах – пуçламăш ăслăлăх никĕсне хывнипе пĕрлех ачасен сывлăхне çирĕплетесси, харпăр хăйне тытма вĕрентесси, культурăна хăнăхтарасси. Çивĕч ыйтусем те пур – паянхи куна 215 ача валли садиксенче вырăн çитмест. Районта йышăннă комплекслă мерăсем тăрăх кĕçĕннисем валли шкулсенче ятарлă ушкăнсем уçни черете кĕскетме май парать, палăртрĕ докладчик. Кăçал Калининăри «Светлячок» тата Çĕньял Хапăсри «Ивушка» ача сачĕсенче, кунта вырнаçнă ют организацисене кăларса янă хыççăн, хушма ушкăнсем уçма май килнĕ.
Ашшĕ-амăшĕсене савăнтарĕ – çĕнĕ санитари правилисемпе килĕшÿллĕн садиксенче ушкăнри ачасен шутне ÿстерме ирĕк панă. Шкул çулĕчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсем кăçал хушма 70 ачана йышăнĕç. Воспитательсен хавхаланăвĕ те ÿсĕ – сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вĕсен ĕç укçийĕ 16,5 процент хăпарĕ.
Шкулсене илес пулсан, чи пысăк утăм – вĕсене бюджет тата патшалăх учрежденийĕсем çине куçарни. Пĕрремĕшĕсен укçа-тенкĕпе усă курас ирĕкĕ ÿсĕ, вĕсем республикăра çирĕплетнĕ нормативпа килĕшÿллĕн ача шутне паракан суммăна шкул нушисемшĕн хăйсене кирлĕ пек расхутлама пултараççĕ. Анчах яваплăхĕ те пысăк. Пĕтĕм шут, финанс схемисем учрежденин сайтĕнче ашшĕ-амăшĕсемшĕн, халăхшăн уçă пулмалла.
Ырантан пуçласа парта хушшине ларакан 370 ача пĕлÿ тĕнчине çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн çул уçĕ. Хальлĕхе кĕçĕн классен вĕренÿ кабинечĕсене компьютерсемпе, мультимедийлă проекторсемпе, экрансемпе, вĕренÿ пособисемпе, кĕнекесемпе тивĕçтерес ĕç пырать.
Тепĕр çĕнĕлĕх те шăпах ку шайри вĕрентекенсене пырса тивет – вĕсен эрнери ĕç норми чакать.
Шкул ачисен сывлăхне çирĕплетессине, вĕсен ÿт-пÿ хастарлăхне ÿстерессине те саккун проектĕнче пысăк вырăн уйăрнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен кашни шкултах 1-мĕш класран пуçласа 11-мĕш класс таранах расписанире хушма виççĕмĕш физкультура урокĕ пулĕ. Занятисене çĕнĕ методика тата технологи мелĕсемпе, чи лайăх физкультурниксен тĕслĕхлĕ опычĕпе усă курса ирттерме сĕннĕ. Кăтартуллă ĕçлекенсем хамăр районта та пур – Калининăра, Ярмушкара, Вăрманкасра, Хăмăшра, Çĕрпелте, Кĕçĕн Кипекре тата ытти хăш-пĕр шкулта.
Ют чĕлхесене, вырăс чĕлхипе литературине, географие вĕрентессипе вăйлăрах ĕçлемелле, палăртрĕ Николай Никитич. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен кăтартăвĕсемпе ку предметсемпе баллсем республикăри вăтам результатсенчен те пĕчĕкрех. Математикăпа, физикăпа, биологипе, историпе, обществознанипе, химипе тата информатикăпа результатсем аван.
Вĕрентекенсен хăйсен предметне «пиллĕклĕх» пĕлмелле, анчах та чăнлăхра яланах апла мар иккен. Сăмахран, акăлчан чĕлхине вĕрентекенсен патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнчи районти вăтам кăтарту 60,5 баллпа кăна танлашнă. «90-ран кая пулмалла мар, – асăрхаттарчĕ вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ. – Çавăн чухне кăна вĕсен вĕренекенĕсен те кăтартăвĕсем лайăхланĕç. Ан манăр, паян ачасем шкула та, учительсене те суйлама пултараççĕ. Ача урăх шкула куçни – педколлектив ĕçлесе çитерменнин, пĕлÿ парасси пĕчĕк шайра пулнин кăтартăвĕ». Асăрхаттарчĕç – вĕрентÿпе воспитани процесне вăйлатмалла, пĕлÿ пахалăхне ÿстермелле.
Профориентаци ыйтăвне, талантлă ачасемпе ĕçлессине те шутран кăлармалла мар. Юлашки çулсенче вĕренекенсем шкулти, районти, республикăри конкурс-олимпиадăсене хутшăнасси ÿснĕ. Санарпуç шкулĕн учителĕ Ирина Геннадьевна Семенова чăваш чĕлхипе икĕ призер хатĕрленĕ, Вăрнарти 1-мĕш шкулти Римма Алексеевна Павлован тата 2-мĕш шкулти Вероника Трифоновна Дмитриеван – чăваш чĕлхипе, 1-мĕш шкулти Ирина Николаевна Малицкаян – обществознанипе, Калининăри Геннадий Никандрович Кошкинăн – технологипе, Хапăсри Сергей Валерьянович Ефремовăн – тăван ен культурипе, Кÿстÿмĕрти Наталья Михайловна Васильеван – кĕçĕн классен интеллектуаллă вăййипе пĕрер призер.
Анчах ку енĕпе те хумхантаракан ыйту çук мар – сăмахран, темиçе çул ĕнтĕ математикăпа, физикăпа, информатикăпа, ют чĕлхесемпе республикăра çĕнтерÿçĕсем пулман. Сăлтавĕ мĕнре, учительсем хăйсен предметне лайăх пĕлекенсене мĕншĕн аталантармаççĕ, шкулсенче ĕç тÿлевне хавхалантарас система тĕрĕс ĕçлет-и – çак ыйтусене Николай Никитич çитес педсоветсенче, методика пĕрлешĕвĕсенче тĕплĕн тишкерме ыйтрĕ.
Федераллă патшалăх çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕ, санитарипе эпидемиологин çĕнĕ правилисем, энергие перекетлес программăна пурнăçа кĕртесси... – сÿтсе явмалли канашлура чылай пулчĕ. Çитменлĕхсене пĕтерсе вĕрентÿ аталанăвĕшĕн, ачасен пуласлăхĕшĕн малашне те çанă тавăрса чунтан тимлемелле, терĕ районти вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ.
С.ЧИКМЯКОВА.