Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шыва ÿсĕрле ан кĕр

00:00 27 июля 2011 г.

Пĕвесенче çу кунĕсенче чылай çын путса вилет – çулсерен çакнашкал лару-тăру. Анчах ку тĕслĕхсем темшĕн ыттисемшĕн вĕрентÿллĕ мар. Кăçал та районта пĕвесенче темиçе çын хăйсен айăпĕпех пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Вырсарни кун акă, каллех инкек пулнă, хальхинче – Мăн Явăшра. Район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен ĕçĕсемпе тимлекен пайĕн специалисчĕ В.Кириллов пĕлтернĕ тăрăх, путса вилекенĕ – 53-ри арçын, вăл ÿсĕрле шыва кĕрсе кайнă. Çăмăлттайлăх синкерлĕ вĕçленнĕ те уншăн. Арçын пĕверен каялла тухайман.

Çакнашкал инкеке лекес мар тесен ансат сĔнŸсене асра тытмалла:

– шыва ÿсĕрле ан кĕрĕр – çакă вилĕмле хăрушă;

– ачасене пĕвесемпе кÿлĕсем хĕрринче асăрхавсăр ан хăварăр;

– паллă мар вырăнта ан чăмăр;

– шывра пĕр-пĕрне туртмалла, путармалла выляма юрамасть;

– сывлăш тултарнă матрацсем çинче ярăнни, инçе ишсе кайни те хăрушă;

– ишнĕ чух хăвăр вăя тĕрĕс пайлама тăрăшăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика